Пĕрле тăрăшнипе - ырă улшăнусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 10:01 Просмотров: 119

Пĕлтернĕччĕ, «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа кăçал мĕнпур территори пайĕнче округ çыннисем хăйсем суйланă 106 пысăк проект пурнăçланмалла. Вĕсем хастаррăн ĕçе кĕрсе пыраççĕ ĕнтĕ: тĕрлĕ вырăнта çулсем вĕт чул е асфальт сийсемпе витĕнеççĕ, пĕвесем юшкăнран тасалса тарăнланаççĕ, Астăвăм палăкĕсем çĕкленеççĕ, масар таврашĕсем хăтлăланаççĕ... Халăх хăй тăрăшнипе обществăлла вырăнсем çĕнелсе-илемленсе пынине сăнама, паллах, питĕ кăмăллă.

Аçăмçырми территори пайĕнче пурăнакансем те пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна вĕсем кăçал икĕ проектпа хутшăнаççĕ. Малтикас Ялтăра ялĕнче, сăмахран, ача-пăчана савăнăç кÿме шутланă. Вĕсене валли пĕрле туслăн выляма, вăхăта сывлăхлă ирттерме вырăн пултăр тесе тăрăшаççĕ ял çыннисем.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика