Хамăр çинчен те
манар мар
Хăвăн çинчен пачах та шутламастăн -
Тараççĕ ачасем сана курсан.
Кушак аçи илем мĕнне туймасăр
Пырать те сăртăнать сан урунтан.
Хулăн çÿçÿ арпашăннă, чăлханнă.
Нивушлĕ вăхăт çук-ши турама/
Куç айĕсем илемсĕррĕн тăртаннă.
Тен, вăхăт çитмест-тĕр, тунката.
Пÿрнÿсене ĕçре эс шăйăрттарнă.
Чăн, чĕр нуша, пĕлмеççĕ юсанма.
Ахлатнипе, вăн, упăшку вăраннă.
Сан ыратни памасть вĕт çывăрма.
Туту сив çил çинче тăртаннă, çуркаланнă.
Пултарĕ-ши ачашшăн чуптума/
Сассу сивве-ăшша пач уямасăр,
Арçын сасси пек, сисетĕп, хулăмланнă.
Пултарăн-ши эс çепĕç сасăпа:
«Сана пит хытă эпĕ юрататăп», -
Тесе упăшкуна çилленнĕ самантра
Лăплантарма, ун кăмăлне уçма/
Эх, ярăттăм сана пĕр уйăхлăх канма.
Эс çÿрĕн пĕр кана салонсене.
Чи хаклă лавккари илемлĕ тумсене
Туянăттăн хăвна килĕшнине.
Арçынсем сана курсан ăмсанĕç,
Ма иртерех авлантăм-ши тесе.
Пăрахса мăшăрĕсене, тен, кайĕç,
Санпа пĕрле ялан пулас тесе/
Кашни ирпе тăвасчĕ маникюр.
Куç харшине теньпе илемлетесчĕ.
Вăрăм çÿçне тирпейлесе хурасчĕ.
Нимрен ытла тăраниччен çыврасчĕ.
Палăрмаллах эс улшăннă сăнран,
Ĕнерхи тусусем сана паллаймĕç.
Çавах-ши ку/ Пĕлес, мĕнле майпа
Вăл улшăнма пултарнă, тупата/
Август 2026 |
