Аманасран сыхланмаллах!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:47 Просмотров: 11

Çу кунĕсем ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те юратнă тапхăр.

Çак вăхăтра никамăн та килте ларас килмест. Çулла çул çинче транспорт та ытларах: велосипедран пуçласа скутер, мотоцикл, мопед, электросамокат, питбайк таранах. Анчах çамрăк, çул çитмен водительсем чылай чухне правилăсене, йĕркене пăхăнмасăр ăçта кирлĕ унта ярăнаççĕ. Велосипедпа, самокатпа вĕсем тротуарсемпе, çынсем хушшинчех ярăннине асăрхатăн. Ятарлă сигнал та памаççĕ, çавăнпа вĕсем çынсене çапса кайнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Тата пĕр харăс тÿрех темиçен ларса е тăрса çÿрени те инкек патне илсе çитерет.

Тĕрлĕ транспорт хатĕрĕпе ярăннă чух ал-урана амантасран, инкек тÿсесрен мĕнле асăрханмалли çинчен республикăри клиника больницин врач-травматологĕ Иван Васильевич КАДИКОВ каласа парать.

- Çÿлерех асăннă хатĕрсене илес пулсан, хăвăрт çÿрекен электросамокат е велосипед хăрушăрах/

- Кун пек тÿрех татса калама та çук, электросамокатпа та, велосипедпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Ярăнмалли хатĕрĕ мар, унăн хăвăртлăхĕ тата ÿкес механизм пĕлтерĕшлĕрех. Электросамокат каварлăхĕ мĕнре-ха/ Велосипедпа урасене, мыщцăсене ĕçлеттерме тивет, ывăнсан хăвăртлăхĕ те чакать. Электросамокатпа вăй хумасăрах, тар кăлармасăрах, кнопка пуснипех хăвăртлăхне ÿстерсе пыратăн.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика