Улшăнусем – халăхшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 15:50 Просмотров: 317

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти председателĕ, Раççей Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев «Известия» хаçатра пичетленĕ авторла статйинче партире мĕнле улшăнусем пулассине, ун политика тытăмĕнчи тата çĕршыва аталантарассинчи вырăнне палăртнă.

Вăл çырнă тăрăх, партин абсолютлă приоритечĕ – наци проекчĕсем. «18 çул хушшинче парти аталану çулĕпе сулмаклă утрĕ. Пирĕн депутатсем мĕнпур шайра ĕçлеççĕ – поселок канашĕсенчен пуçласа Федераллă Пуху таранах. Пуçламăш уйрăмсем кашни регионта, кашни муниципалитетра пур. Ĕç тăвакан влаçра та пирĕн представительсен результатсем курăмлă. Çĕнĕ объектсем – шкулсем, çулсем, çуртсем, поликлиникăсем – «Единая Россия» пуçарăвĕпе çĕкленнисем. Социаллă пулăшу ăнăçлă ĕçлет. Çĕнĕ производствăсем, хушма ĕç вырăнĕсем – йăлтах партин ĕç кăтартăвĕсем», – тенĕ вăл.

«Çынсем нумай чухне хăйсен шухăшне, сăмахне илтмеççĕ тесе шутлаççĕ. Чăн улшăнусем çук тесе те. Çавăнпа та эпир «Единая Россия» партие çĕнетес тесе таччăн ĕçлетпĕр. Хастарлăх çитет-и; Парти задачăсен çĕнĕ шайне хăпарма хатĕр-и; Çывăх вăхăтра мĕне ытларах тĕпе хумалла;» – палăртнă Д.Медведев.  

Правительство председателĕ партишĕн пĕлтерĕшлĕ темăсем çинче чарăнса тăнă. Чи çивĕччи – наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. «Нацпроектсем – халăх пурнăçне лайăхлатмалли мелсем. Вăтамран çĕршывĕпе мар, кашни хулапа районта, кашни çемьере. Çынсем кĕтнĕ пек. «Единая Россия» партин асăрхавçă позицине йышăнма право çук. Пĕтĕм çĕршывĕпе, кашни регионта хамăр плансене хÿтĕлемелле çеç мар, вĕсене пурнăçлама мониторинг тытăмне туса хумалла. Кашни çыннăн нацпроектпа çыхăннă ыйтусене пама май пултăр. Чи кирли – вĕсем ăнлануллă хурав пама пĕлни. Çавăнпа хамăн ĕçтешсене чĕнсе калатăп: халăх ыйтăвне вăхăтра шута хуни – сирĕн яваплăх. Çавăн пекех нацпроекта хутшăнас текенсене ĕçе явăçтармалла, вăл шутра коммерцилле мар организацисене те. Вĕсем нумай ĕç тума пултараççĕ. Партипе пĕрле – ытларах та. Уйрăмах хăвăрт, адреслă мерăсем йышăнмалла чухне», – çырнă статьяра.

Çавăн пекех унта парти структурисемпе çынсем хушшинче çăмăл та уçă диалог еплерех йĕркелес ыйтăва та çĕкленĕ.

«Вырăнта ĕçлекенсемшĕн «кунта тата халех» принцип тĕп тĕллев вырăнĕнче пулмалла. «Единая Россия» ыран мар, паян пулăшу пама тивĕç. Пирĕн ăçта меллĕ мар, ăçта пулăшу кирлĕ – çавăнта усă памалла. Çакăн валли хальхи йышши мĕнпур технологие алла илмелле», – палăртнă статьяра.

Виççĕмĕш направлени – граждансен прависене хÿтĕлесси. «Ку тĕлĕшпе эпир, тĕпрен илсен, партин обществăлла йышăну пÿлĕмĕсем урлă ĕçлетпĕр. Кăçалхи пилĕк уйăхра вĕсене пĕтĕмпе 1 млн та 489 пин те 152 çын пынă», – тенĕ Д.Медведев. Вăл чи нумай ыйтусем ЖКХ тытăмĕпе çыхăннине асăннă. Çавăн пекех – вĕрентÿ, ял хуçалăхĕ, сывлăх сыхлавĕ енĕпе. «Вырăнти актив вĕсене мĕнле шута илет; Ыйтусем сахалрах пулччăр тесе парти мĕн тăвать; Çакăн пирки кашни регионăн уйрăмĕнче шутламалла», – тенĕ Дмитрий Медведев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика