Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче район аталанăвне никĕслекен кашни отраслĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕн анлă тишкерĕвĕ иртрĕ. Социаллă тĕллевсем пурнăçланнă-и, хăш организаци-предприятисем тухăçлăха ÿстерсе тимленĕ, хăш енпе çивĕч ыйтусем пур – калаçу тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Паян социаллă-экономика тĕлĕшĕнчи хăшпĕр тĕп кăтартусемпе паллаштаратпăр.
Бюджет
Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕр 825,2 млн тенкĕ (планпа пăхнинчен 100,7 %) чухлĕ тулнă. Çак кăтарту виçĕмçулхин 92 проценчĕпе танлашать, пĕтĕмĕшле 71,4 млн тенкĕ чакнă. Çав вăхăтрах харпăр хăй тупăшĕ 25,6 млн тенкĕ (10,8%) ытларах пырса кĕнĕ, ун виçи – 264 млн тенкĕ. Ÿсĕм, тĕпрен илсен, нумайрах пухнă налуксен шучĕпе пырать. Вĕсем районăн харпăр-хăй тупăшĕн 89,7 процентне йышăнаççĕ.
Паллах, пĕрлештернĕ бюджетăн тĕп, чи пысăк, пайĕ республика уйăракан тавăрса памалли мар субсидисен шучĕпе йĕркеленет. Вĕсем виçĕмçулхи шайринчен 97 млн тенкĕ сахалрах пулнине каламалла – пĕтĕмпе 561,2 млн тенкĕ.
Тĕрлĕ ĕçе тата тĕллевсемпе программăсене пурнăçлама янă тăкаксен калăпăшĕ вара пĕлтĕр 876,5 млн тенкĕпе танлашнă.
Ял хуçалăхĕ
Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче тимлекенсем продукцие вырнаçтарнинчен 1505,3 млн тенкĕ тупăш илнĕ. Ку отрасльти ĕçукçи унчченхи çулхинчен 10 процент енне хăпарни курăнать, вăтам шалу – 27496 тенкĕ.
Патшалăх енчен кÿнĕ пулăшу курăмлă. Район агропромышленность комплексне 111 млн та 731 пин тенкĕ тивĕçнĕ. 2021 çулта ял хуçалăх аталанăвĕн патшалăх программине ăнăçлă пурнăçласа район III ушкăнра пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Çанталăк çĕр ĕçченне лайăх условисемпе савăнтармарĕ пулин те, тырпул культурисене 38 130 т пухса кĕртнĕ. Тухăçлăхĕ пĕр гектартан – 19,4 ц, çĕрулмин – 235 ц, хăмлан – 16 ц.
Мĕнпур ушкăнри хуçалăхсенче пĕлтĕр 42655 тонна (4 % ытларах) сĕт, 5454 тонна (4 % сахалрах) аш туса илнĕ.
Промышленность
Район экономикин ăнăçлăхне чи пысăк тÿпе хывать. Пĕлтĕр те предприяти-организацисем 14 млрд та 69 млн тенкĕлĕх продукци хатĕрлесе кăларнă. Харпăр-хăй таварĕсене ăсатнин калăпăшĕ – 20 млрд та 84 млн тенкĕлĕх. Производство тата тивĕçтерÿсемпе ĕçсен калăпăшĕсене ÿстернисем% Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ (23,5 %), Калинино райповĕ (14,6 %), «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ООО (5,8 %) тата «Чувашкабельмет» общество (4,6 %).
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх
Ку сферăра 641 субъект шутланать. Район экономикинче тăрăшакансенчен çурри енне ĕнтĕ (3951 çын) шăпах вĕсенче тимлет. Вăтам шалăвĕ – 19250 тенкĕ.
Инвестицисем
Ĕç-хĕле хушма укçа-тенкĕ хывмасăр, техникăпа оборудование çĕнетсе хăватлăха ÿстермесĕр хальхи вăхăтра тупăшлă тимлеме йывăртарах. Районти предприятисемпе хуçалăхсем те ку чăнлăха тĕпе хуни ăнсăртран мар. Экономикăн мĕнпур отраслĕнче тĕп капитала пĕлтĕр 645,4 млн тенкĕ инвестицисем хывнă. Сăмахран, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ яланхиллех мал тĕллевлисен ретĕнче – техника çĕнетĕвне, производство реконструкцине, ыттине 115,6 млн тенкĕ ĕçе кĕртнĕ.
Агропромышленность комплексĕнчи инвестицисен тÿпи те пĕчĕк мар. Чи хăватлисем «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин (221 млн), «Санары» агрофирмăн (25 млн), К.Маркс ячĕллĕ (23,3 млн) тата «Мураты» (20,8 млн) хуçалăхсен, А.Яковлев хресчен-фермер хуçалăхĕн (15 млн).
Ваккăн суту-илÿ тытăмĕнче инвестицисен виçи 29,6 млн тенкĕпе танлашать.
Пĕтĕмпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май хамăр тăрăхра 30 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма май килнĕ.
Çурт-йĕр
Район администрацийĕн информацийĕ тăрăх, поселокра тата ялсенче тĕрлĕрен финанс çăлкуçĕсемпе усă курса 2021 çулта 8780 тăваткал метр çĕнĕрен çĕкленĕ çурт-йĕре хута янă.
Патшалăх пулăшу программисен тивлечĕпе районти çамрăк çемьесен, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен, ытти ушкăнри граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май килнĕ.
Ятарлă социаллă тÿлев свидетельствине, акă, 34 çамрăк çемьене 21,3 млн тенкĕлĕх панă. Çавăн пекех 5 тата ытларах ачаллă виçĕ çемьене (Вăрнарта, Кĕçĕн Кипекре тата Вăрман Кипекре) республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе çурт-йĕр туянса социаллă найм йĕркипе тивĕçтернĕ.
Черетри тăлăх ачасенчен пĕлтĕр виççĕн çурт-йĕр туянмалли сертификатлă пулнă. Кунсăр пуçне тата 8 хваттерлĕ çурт хăпартма 9,7 млн тенкĕлĕх муниципаллă контракт çырнă. Строительство ĕçĕсене вĕçлемелли тапхăр – кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен.
Каласа хăвармалла, пĕлтĕр тепĕр нумай хваттерлĕ 5 çурт капиталлă юсав витĕр тухнă% вĕсенчи пĕтĕмĕшле харпăрлăхри пурлăха 9,3 млн тенкĕлĕх çĕнетсе хăтлăлатнă.
Ĕç рынокĕ
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,44 процентпа танлашнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центра, сăмахран, иртнĕ çул ку ыйтупа 1154 çын килнĕ, вĕсенчен 920-шне ĕç вырăнĕ тупма пулăшнă. 60 çынна вĕренĕве янă% уйрăм хуралçă, электромонтер, электрогазосварщик, водитель, тракторист профессийĕсене алла илме. Ытти регионсенче вăй хурас текенсен кăмăлне те тивĕçтернĕ – 29 гражданинпа республика тулашĕнче тимлеме килĕшÿсем тунă.
Хамăр тăрăхри организаци-предприятисенче те ĕç аллисем ытлашши мар. Вĕсем 323 ваканси сĕнеççĕ. Пуринчен ытла ял хуçалăхĕнче, строительствăра, суту-илÿре, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ тытăмĕнче специалистсем кирлĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |