Ял çыннине канăçсăрлантаракан ыйту сахал мар. Кашниех хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн, хуларипе тан цивилизаци «ырлăхĕсемпе» усă курасшăн... Çавăн пекех культура пуянлăхĕпе те паллашас, сывлăх хавшасан паянхи шайри медицина пулăшăвĕпе усă курас килет...
Влаç органĕсен пĕрремĕшле тĕллевĕ вара шăпах çынсен çак ыйтăвĕсене татса парассипе тивĕçлĕ тăрăшасси. Çавăнпа та кирек хăçан та влаçпа халăхăн куçа-куçăн тĕл пулса сÿтсе явмалли пурах. Çапла кăна пĕр-пĕр конкретлă вырăнти чи çивĕч проблемăсене ăнланма, вĕсене пĕтермелли тĕрĕс майсене пĕрле шырама пулать.
Хапăс тăрăхĕнче пурăнакансен те, акă, хăйсен ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсем, çав вăхăтрах – татăклă йышăнăва кĕтекен хăйсен ыйтăвĕсем пур. Пĕлтĕр те пĕлтерĕшлĕ ĕçсене сахал мар пурнăçланă вĕсем. Кăмăла пăсакан самантсем те пур, паллах. Вĕсем тимлĕхрех. Проблемăсен çивĕчлĕхĕ, вăрттăнлăх мар, ытларах чухне бюджетра харпăр-хăй укçа-тенкĕ çитсе пыманнинчен тухать. Апла пулин те кăçал та чи малтанах вырăнта пурăнакансен сĕнĕвĕсем çине таянса ĕçлемеллине пĕлтерчĕ Упнер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов.
Иртнĕ çулхи социаллă-экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе вăл тунтикун Хапăс тата Анаткас Хапăс çыннисем умĕнче тухса калаçрĕ. Йăлана кĕнĕ отчетлă пухăва район ертÿлĕхĕ енчен райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Прокопьев хутшăнчĕ.
Пĕчĕккĕн пулин те, финанс майĕсене кура, кунта социаллă объектсенче юсавсем ирттернĕ, çулсене йĕркене кĕртессипе, тавралăха хăтлăрах тăвассипе тимленĕ. Мĕнпур поселенисенчи пекех ĕнтĕ çул-йĕр пахалăхне лайăхлатасси тимлĕхрен тухмасть. Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта Анаткас Хапăсри Тĕп тата Кивьял Хапăсри Шкул урамĕсенчи асфальт çулсене, Анаткас Хапăсри çак урамрах çулăн çĕр никĕсне юсама май килнĕ.
Хапăсри культура çурчĕ юсавра çĕнелнĕ – ăна пĕтĕмпе 2870 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Июньти çил-тăвăл тустарнă хыççăн вара ун тăррине йĕркене кĕртме тивнĕ. Ытти ĕçсенчен% видеосăнав системине вырнаçтарнă, тĕттĕм вăхăтра урамсене çутатакан лампăсене пĕтĕмпех улăштарнă, хушма çутă точкисене те 50 вырнаçтарнă тата ытти.
Çÿп-çаппа хытă каяшсене пухмалли ятарлă вырăнсем пур кашни ялтах, вĕсене илсе тухассине те йĕркеленĕ. Çапах та санкцилемен свалкăсем пурпĕрех тупăнаççĕ – вĕсене икĕ çĕрте тасатнă.
Юлашки вăхăтра тискеррĕн ашкăракан Сосновски пултранĕпе кĕрешесси мала тухать. Поселенире те пур сиенлĕ ÿсентăран лаптăкĕсем. «Карттăна» хатĕрленĕ ĕнтĕ – уйăрнă укçа-тенкĕ тивĕçсенех вĕсене тĕп тăвассипе ĕçлеме тытăнмалла.
Ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем тăван тăрăхри лару-тăруран аякра тăманни, кăсăкланни, хăйсен пăшăрханăвĕсемпе килни администраци ĕçне пулăшнине палăртрĕ Геннадий Александрович. «Пĕлтĕр, акă, пирĕн пата тăватă хутчен çырупа тухрĕç% хăрăк йывăç-тĕме касассипе, урамсенчи çутă тĕлĕшпе, хăрушлăх кăларса çапкаланса çÿрекен йытăсем пирки, суррогатлă алкоголь сутнă тĕслĕхсем çинчен. Кашнинпех хуравсем панă, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшнă, хăшĕсене тĕрĕслеве янă», – терĕ поселени пуçлăхĕ.
Ку тăрăхра, калас пулать, пушарсен хисепĕ тăрук ÿссе кайнă% пĕлтĕр 6 инкек (унчченхи çул – 2) алхаснă, тăкакĕ 530 пин тенкĕ енне. Шăпах çак ырă мар пулăма чи çивĕччисен шутне кĕртрĕ вырăнти ертÿçĕ. Ял çыннисене хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине, кил-хуçалăхра инкек кăларма пултаракан сăлтавсене сирмеллине аса илтерчĕ.
«Шкул ачисенчен те, аслисем хушшинче те вулама юратакансем нумай. Анчах кĕнеке илейместпĕр, библиотека ĕçлемест. Мĕншĕн-ши;» – пĕлесшĕн пулчĕç пухăва хутшăннисем. Тĕрĕссипе, библиотека алăкĕсем хупă тăнин сăлтавĕ кунта тимлекен çуккинче иккен. «Кандидатурăсем пулчĕç-ха. Хам енчен те икĕ çынна сĕнтĕм, анчах вĕсем район библиотекине тивĕçтермерĕç», – ăнлантарчĕ Геннадий Арбузов, кадрсен ыйтăвĕ кăткăссине палăртса. Çавăн пекех вырăнта культура специалисчĕсем те çитмеççĕ-мĕн. Ку ыйтăва райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Прокопьев тимлĕхе илме пулчĕ.
Уйрăммăн палăртас килет, Упнер тăрăхĕн çамрăк, мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ. Тăван вырăншăн кирлĕ задачăсене курать, пурнăçа кĕртме тĕллев лартать. Укçи-тенкине, вăй çитерсе, ак, поселени территорийĕнчи шыв-шурсем патне пушар машинисене çитме меллĕ пирссем хатĕрлес* инкексене, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарас тесе ялсене кĕнĕ вырăнсенче видеосăнав системине вырнаçтарас шухăш пур. Çул-йĕре пахалăхлă тăвассипе те ĕçĕ тем чухлех. Кăçалхи планра – Хапăсри, Упнерти, Кивьял Хапăсри хăшпĕр урамсенчи грунтлă çула сарса çĕнетесси, Анаткас Хапăсра пĕве çывăхĕнчи çул айăккине çирĕплетесси. Пуçаруллă бюджет программи те кирлĕ чылай ĕçе тума май парасса шанаççĕ% кăçал Кивьял Хапăсри Полевая тата Хапăсри Молодежная урамсенчи вĕт чулпа сарнă çулсене юсасшăн. Çак программăпах Анаткас Хапăсри икĕ пĕвене тасатмалли проектсем те конкурс витĕр ăнăçлă тухнă.
– Ял çыннисене ăнланушăн тавах. Сăмахран, пĕвесене юшкăнран тасатасси пирки пуçару пулсанах пурте активлă тата хăвăрт хутшăнчĕç. Программа условийĕсемпе палăртнă укçа-тенкĕ кĕске вăхăтра пухăнчĕ. Пуçаруллă бюджет йĕрки шăпах ялсенчи пурнăç пахалăхне улăштарма пулăшнине куратпăр. Май пур чухне пирĕн унпа хастартарах усă курмалла», – çирĕплетрĕ поселени пуçлăхĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |