Элмен-сунарсемшĕн ял шăпи ют мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2022, 09:00 Просмотров: 320

Элмен-сунарсем хăйсене тăван ял шăпи хумхантарнине отчетлă пухура аван кăтартса пачĕç. Ыйтăвĕсем вĕсен Мăн Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Олег Григорьевăн отчечĕ вăхăтĕнче темиçе те çуралчĕç.

Иртнĕ çулта ку ял поселенийĕн территорийĕнче бюджета кура пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар тунă. Чи пысăккисенчен, паллах, Элмен Сунар клубĕнчи тĕплĕ юсав. Унчченхи тĕксĕм те «сарайĕнчи пек» культура вучахĕ халăхăн асĕнче çеç юлĕ, çĕнетнĕ клуб кĕрсенех темĕнле ырăлăхпа тыткăнлать. Шалти çутă сăнсем, çĕнетнĕ креслосем, хăтлăхпа тирпейлĕх, çавăн пекех ял çыннисен ăшпиллĕхĕ те чĕрене çупăрлать ахăртнех.

Кунти юсава элмен-сунарсем темиçе çул кĕтнĕ, кашни пухурах çивĕч ыйтусен шутне кĕртнĕ. Вĕсем патне иртнĕ çул савăнăç çитнĕ пулсан, кун пек телее кăмашсем те туясшăн. Унти культура çурчĕ те пысăк юсава кĕтет.

Кăмаш тенĕрен, Олег Григорьев кăçал кунти Набережнăй тăкăрлăкри çула çĕнетессине палăртрĕ.

Пĕлтĕр Мăн Турханта маларахри çул пуçланă çул юсавне тăснă, Сывлăх урамне 434 метр тăршшĕ хăпартса вак чулпа хытарнă. ,çе Зеленая урамра та тăсмалла, анчах ыйту сиксе тухать: ял варрипе лартнă йывăçсем кансĕрлеççĕ, вĕсене касмасăр май килмест.

Кăçал малтанласа Элмен Сунарти Лесная урам çулне 300 метр якатма шутланă иккен, анчах та поселени пуçлăхĕ ку ĕçе çитес çулсене куçарма тивнине пĕлтерчĕ.

Пĕлтĕр пуçаруллă бюджет программипе элмен-сунарсем Механизаторсен урамĕнчи пĕвене тасаттарнă. Халăхран укçа-тенкĕ пухассипе кăлтăксем пулкаланă иккен, хăшĕсем пĕвепе усă курмастпăр тесе хăйсен тÿпине хывас темен. «Пĕве пурне те кирлĕ. Инкек-мĕн сиксе тухас пулсан, укçа хывман тесе тăмастăн вĕт-ха. Пĕрле пулнине нимĕн те çитмест! Юрать, пирĕн тăрăхра ăнланакан, ялшăн тăрăшкан çынсем ытларах»,– терĕ Олег Валерьянович.

– Клуб турăмăр, юнашар спорт площадки çĕкленчĕ. Лайăх вĕт! Программăсем ĕçленĕ чухне аякра тăрса юлмалла мар, – хушса каларĕ вăл.

Урамри электроçутă тавра калаçнă май çынсем кăмăлсăрланни сисĕнчĕ. Лампăсем пур çĕртре те çутатмаççĕ иккен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вĕсем хăвăрт çунса кайнине, çутăпа ытларах тивĕçтерес тесе юлашки çулсенче юпасем çине ытларах светодиодлă лампăсем вырнаçтарнине асăнчĕ.

Январь-февраль уйăхĕнче юр нумай çурĕ, çулсене, урамсене самаях хÿрĕ. Ку тăрăх тĕлĕшпе юра вăхăтра хырмаççĕ тесе çăхавсем те пулнă иккен. Олег Григорьев ăнлантарма васкарĕ: поселени территорийĕнче тасатмалли çулсен тăршшĕ кĕске мар, вĕсене пĕр харăс хырма май çук, анчах çынсем çак вăхăтрах тасаттарасшăн. Черечĕпе пур çĕрте те хырнă, терĕ вăл.

«Мусоровоз çулсене питĕ çĕмĕрет. Çÿп-çап контейнерĕсене ял варрине куçарма май çук-ши»,– кăсăкланчĕç Лесная урамра пурăнакансем. Пуçлăх вĕсене вырнаçтарассин нормативĕсем пуррине, куçарсан çынсен йăлари каяшсене аяккарах йăтма тивнине каларĕ.

Ку тăрăхăн «чирлĕ» ыйтăвĕсен шутне Олег Григорьев ăнăçсăр икĕ çемьене, ачисене тивĕçлĕ пăхманскерсене, те кĕртрĕ. «Калаçнин, ÿкĕтленин усси сахалтарах. Пирĕнтен намăс мар пулсан, ÿссен ачисен куçĕнчен мĕнле пăхĕ-ши кунашкал амăшĕ?» – ун сăмахĕсенчен лару-тăру çав тери çивĕччи палăрчĕ. «Ачисене, тен, патшалăх хÿтлĕхне парсан лайăхрах. Хăть апат лайăх çийĕç»,– текелерĕç хĕрхенсе залран. «Çула çитменнисемпе ĕçлекен комисси çемьесенче пулнă, тÿрĕ çул çине тăратассипе май пур таран ĕçлетпĕр, анчах тăн кĕрĕ-ши?» – иккĕленÿллĕн калаçрĕ Олег Валерьянович.

Хуçасăр йытăсен ыйтăвĕ пуху хыççăн татăласса чунтанах шанаççĕ элмен-сунарсем. «Иртнĕ эрнере пĕри ураран çыртрĕ»,– пĕлтерчĕ ку ялта пурăнакан. Поселени пуçлăхĕ çапкаланса çÿрекен йытăсен хуçисен списокĕсене хатĕрлеме хушрĕ, ку проблемăна пĕтермеллех, терĕ.

Калаçу ял тирпейлĕхĕ тавра та çаврăнчĕ. Çуллахи вăхăтра хăшпĕр пÿртсем хыт-хура айĕнчен курăнмаççĕ те иккен. «Анкартийĕсене çулса илеççĕ, çурт умĕсене мĕншĕн тасатмалла мар?» – тĕлĕнсе калаçрĕç çынсем.

Ку ыйтăва район администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Алина Константинова уçăмлатрĕ. Вăл кунашкал тĕслĕхсемпе муниципаллă çĕр контролĕ ĕçленине, вĕсем çумкурăк ешерекен лаптăксене ÿкерсе илнине, хуçисене явап тыттарнине каларĕ.

Элмен-сунарсене вăл çавăн пекех килти хушма хуçалăха тытакансем валли ĕçлеме пуçлакан программа, вырăнти хăйтытăмлăха кĕтекен улшăнусем пирки каласа ăнлантарчĕ.

Отчетлă пухура çавăн пекех Санарпуç шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, страхлав ыйтăвĕсемпе, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ыйтусем пулчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика