1945 çулхи ака уйăхĕнче 79-мĕш стрелковăй корпус артиллерийĕ Рейхстага илнĕ чух хăюлăхпа палăрнă. Вĕсен командирне – Иван Васильевич Васильков полковника – Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Унăн шăпине тĕпченĕ хыççăн вăл Вăрнар тăрăхĕпе тачă çыхăнни паллă пулчĕ...
1941 çулхи юпа уйăхĕнче запасри14-мĕш стрелковăй бригада республикăна куçса килни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çырнăччĕ. Полк командирĕ – Иван Васильевич Васильков подполковник. Вăл 1904 çулта Калуга облаçĕнчи Азорово ялĕнче çуралнă. 1930 çулта Мускавра артиллеристсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ, дивизион командирĕ пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан иккĕмĕш кунне Тула облаçĕнче запасри 7-мĕш артполк йĕркеленнĕ, артиллеристсене хатĕрлеме тытăннă. Фронт Мускав çывăхне куçса пынă. Приказпа килĕшÿллĕн асăннă артполк Чăваш Республики еннелле çула тухнă. Юпа уйăхĕнче Вăрнар поселокне çитнĕ. Каласа хăвармалла, 8 пин ытла салтака пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерме çăмăлах пулман вăл йывăр саманара. Вăрнар райĕçтăвком председателĕ Семен Гаврилович Гаврилов çак ĕçе йĕркелеме пултарнă, пурне те Вăрнарта тата çывăхри ялсене вырнаçтарнă. Поселокри пур пекарня та полк валли икĕ сменăпа çăкăр пĕçерме пуçланă, райцентр çывăхĕнче кĕске вăхăтра салтаксем валли çĕрпÿртсем те хатĕрленĕ. Полк командирĕн Иван Васильковăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă награда хучĕ çинче вăл Тула облаçĕнчен Вăрнара артполк йышĕпе çуран çитнине çырнă. Кĕске вăхăтрах, чÿк уйăхĕнче, артиллерист-курсантсемшĕн вĕренÿсем пуçланнă. Хĕçпăшалпа пемелли вырăн чукун çул çумĕнчен Уравăш еннелле выртнă. Çав вăхăтрах районти колхозсем планпа килĕшÿллĕн артполк валли апат-çимĕç тата тупăсем турттарма лашасем уйăрнă.
1942 çулхи нарăс уйăхĕнче артполка эшелонсемпе Мускав облаçĕнчи Бронница хули çывăхне куçарнă, Хĕвеланăç фронтне кĕнĕ. 1942 çулхи авăн уйăхĕнче Иван Васильевич 207-мĕш стрелковăй дивизин, каярах вара 79-мĕш стрелковăй корпус артиллерийĕн командующийĕ пулнă. 1943 çулта Новгород облаçĕнчи Старая Русса хулине ирĕке кăларнă чухне аманнă.
1945 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Берлин урамĕсенче хĕрÿ çапăçусем пуçланнă. Кунта Иван Васильевичăн 79-мĕш стрелковăй полк артиллерисчĕсем хăюлăх кăтартнă: Рейхстаг патне çапăçупа çитсе, тÿрĕ наводкăпа тăшманăн хĕçпăшалне тата пулемет точкисене сирпĕтнĕ, пехотăна çул уçса панă.
Ирхине çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 79-мĕш стрелковăй корпусăн салтакĕсем Çĕнтерÿ ялавне Рейхстаг тăрне çакнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе Иван Васильевич Василькова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Унсăр пуçсăр Хĕрлĕ Çăлтăр (2 хутчен), Ленин (2 хутчен), Хĕрлĕ Ялав (3 хутчен) тата Богдан Хмельницкий орденĕсемпе наградăланă.
Иван Васильков 1965 çулхи çурла уйăхĕнче çĕре кĕнĕ. Ăна Мускаври Люблино масарĕнче пытарнă.
Полк командирне, Совет Союзĕн Геройне, 1941–1942 çулсенче Вăрнар поселокĕ çывăхĕнче фронт валли артиллеристсене хатĕрленĕ Иван Василькова чысласа Асăну хăми лартни питĕ вырăнлă пулĕ... Ку пулас ăрусенче патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшĕ.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.
Ноябрь 2024 |