Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ – Раççей çыннисен чылай ăрăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ уяв. Çак кун ăçта ĕçленине тата хăш ÿсĕмрине пăхмасăр мĕнпур арçынна саламласси йăлана кĕнĕ. Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕн уявĕ умĕн Чăвашстат республикăри арçынсен статистика портретне хатĕрленĕ.
Чăваш енре 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 578 пин арçын пурăнни паллă. Халăхăн пĕтĕмĕшле хисепĕн 47 проценчĕ.
Республикипе илсен кашни 1000 арçын пуçне 1139 хĕрарăм тивет. 2017 çулта арçын ачасем ытларах çуралнă – 1042, хĕрачасем 1000.
Пĕлтĕр ЗАГС органĕсенче 7170 мăшăрланăва регистрациленĕ. Арçынсен 78 проценчĕ пĕрремĕш хут авланнă. 37 проценчĕ 25–29 çулсенче, 19 проценчĕ 30–34 çулсенче, 14 проценчĕ 35–45 çулсенче пĕрлешнĕ.
Суйлавлă тишкерÿ тунă хыççăн çакă паллă: 15 çултан аслăрах 305 пин арçын (пĕтĕмĕшле хисепĕн 66 проценчĕ) экономикăн тĕрлĕ сферинче тăрăшаççĕ. 19 пине яхăнĕ ĕçсĕр.
Этемлĕхĕн вăйлă çурри ытларах строительствăра (25%), тирпейлекен производствăра (17%), ял хуçалăхĕнче, вăрман хуçалăхĕнче, сунар, пулă тытас-ĕрчетес сферăра (12%), суту-илÿре, автотранспорт хатĕрĕсене юсас тытăмра (10%) ĕçлет. Обществăлла апатлану, культура тытăмĕнче, кану организацийĕсен штатĕнче вĕсене сахалрах куратăн.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |