Пурин те хутшăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 13:00 Просмотров: 506

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ ку хутĕнче 2018 çулхи тĕп политика мероприятине – Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерессине тата пенси законодательствинчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсене анлăн сÿтсе яврĕ. Хальхи тĕлпулусем тĕпрен илсен ĕç коллективĕсенче йĕркеленчĕç.

Вăрнарти пĕрлехи ушкăна ертсе пыракан Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа, Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕпе Андрей Ивановпа ĕçлĕ калаçăва «Звездопад» филиалĕнче пуçларĕç.

Владимир Яковлев ертсе пыракан ку коллектив Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче çеç мар, поселокшăн та пысăк объектсем çĕклерĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен шутĕнче – фитнес-центр, ача-пăча площадкисем, сывлăхпа кану паркĕ, «Химик» стадионти футбол уйĕ, пысăк теннис корчĕ, канат хули... Халĕ «Звездопад» строителĕсем вăрнарсем тахçанах кĕтекен бассейн объектĕнче тăрăшаççĕ.

Кĕске вăхăтра ăна тăрă айне пулмалла çĕклесе лартрĕç. Халĕ кунта шалти, коммуникацисемпе тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ. Бассейна Химик кунĕ тĕлне туса пĕтересшĕн. Хĕрлĕ лента касасси тăсăлса каймĕ – çакна строительсем ĕнер çирĕппĕн палăртрĕç.

Сергей Павлов та, Леонид Николаев та ку объект вăрнарсемшĕн çав тери кирлине палăртрĕç.

Малалла ку информаци ушкăнĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн, «Вурнары Завод СОМ» ТМЯО ĕçченĕсемпе, Калинино тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕлпулчĕç.

Кун темине уçса панă май, информаци ушкăнĕ çĕршывăн чи пысăк постне йышăнассишĕн сакăр кандидат тупăшнине палăтрĕç: С.Бабурин – «Российский общенародный союз», П.Грудинин – КПРФ, В.Жириновский – ЛДПР, В.Путин – самовыдвиженец, К.Собчак – «Гражданская инициатива», М.Сурайкин – Коммунисты России, Б.Титов – «Партия Роста», Г.Явлинский – «Яблоко».

Суйлава хатĕрленсе ирттерессипе республикăра территорири 28 суйлав комиссийĕ, участокри 1177 суйлав комиссийĕ ĕçлет.

Вăрнар районĕнче УИКсем пĕтĕмĕшле 57, комисси членĕсем 419-ăн. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи даннăйсемпе, суйлавçăсен шучĕ 19 пин те 200 çынпа танлашать.

Списоксене тĕрĕслес ĕç мартăн 17-мĕшĕчченех пырать.

Чăваш ен ЦИКĕ суйлава тĕрĕс те уççăн ирттерес тĕлĕшпе вĕрентÿллĕ семинарсем йĕркеленĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ĕçсем пысăк тимлĕхре пулĕç.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев суйлава уçă та тĕрĕс ирттерессипе тĕрлĕ оборудованипе усă курнине каларĕç, пурне те гражданла тивĕçе пурнăçлама, суйлава хастар хутшăнма чĕнчĕç.

Тĕлпулусенче Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов кăçалтан ку сферăра кĕнĕ çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Вăл пенсисене индексацилесси, федераллă çăмăллăхçăсен тÿлевне ÿстересси, ĕçлекен пенсионерсемпе çыхăннă улшăнусем, социаллă хушма тÿлевсем, амăшĕн капиталĕ, электронлă тивĕçтерÿсем çинче чарăнса тăчĕ.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников суйлава чĕререн хутшăнмаллине каларĕ.

Информаци ушкăнĕн членĕсем çавăн пекех çынсен ыйтăвĕсене тивĕçлĕ хуравларĕç.

Чăваш ен культура министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Михаил Анисимов, конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Ирина Крылова ертсе пыракан ушкăнсем «Знамя» хуçалăхра, Калининăри «Светлячок» ача садĕнче, Калининăри шкул-интернатра, ПНИра, Çавалкасри ватăсен çуртĕнче, Калинино райповĕнче, Хапăсри, Малти Ишекри, Санарпуçĕнчи шкулсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Чувашкабельметра», «Вурнарская» МСОра пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика