Наркотиксем тĕлĕшпе чи хăрушлăхри ушкăн вăл – çамрăксем. Хăшĕ-пĕри тулашри илĕртмĕше хирĕç тăраймасть, тата çын хыççăн каяс туртăм та вăйлă вĕсен ку ÿсĕмре. Çавна пулах ĕнтĕ хăйсен тин пуçланакан пурнăçне, пĕтĕм ĕмĕтне çапса хуçакансем сахал мар.
Çамрăксене киревсĕр утăма тума парас мар тесе районта ял хуçалăх техникумĕн коллективĕ нумай ĕçлет. Ахальтен мар% вĕрентÿ заведенийĕнче тĕрлĕ социаллă лару-тăрури, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ шайри студентсем пĕлÿ пухаççĕ. Çитменнине, кунта вĕсем ирĕкре – ашшĕ-амăшĕн тÿреммĕн асăрхавĕнче мар. Çакна шута илсе, педагогсем çамрăксене наркотиклă тата психотроплă веществосене, туртмалли сиенлĕ хутăшсене, алкогольлĕ шĕвексене тата ытти сиенлĕ йăласене иленессинчен мĕнпур майпа хÿтĕлеме тăрăшаççĕ. Мартăн 14–25-мĕшĕсенче иртекен «Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер!» акцие те вĕсем чи хастар тÿпе хывакансем. Кĕçнерникун та студентсене явăçтарса çивĕч темăна «çавра сĕтел» тавра сÿтсе яврĕç.
Кам вăл наркоман, мĕн вăл наркомани чирĕ; Епле сыхланмалла обществăри ку амакран; Çак ыйтусем тухрĕç тĕп вырăна. Вĕсене хуравлама вара чĕннĕ хăнасем – районти тĕп больницăн наркологĕ Дмитрий Николаев, полицин çула çитменнисемпе тимлекен инспекторĕ Алексей Гарсия, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Степашин – пулăшрĕç.
Наркотикпе çыхланни çыннăн пĕтĕм пурнăçне кутăнла улăштарать, терĕ Дмитрий Николаев тухтăр. Сывлăхне хавшатать, обществăран ютшăнтарать. Учета лекнĕ çынна йĕркеллĕ ĕçе вырнаçма та йывăр. Ăна нимле яваплă вырăна та илмеççĕ. Сăмахран, хуралта, çÿллĕшпе, электричествăпа çыхăннă ĕçсенче тимлеме юрамасть. Водитель прависем пирки те тÿрех манмалла. Урăхла каласан, ăс-тăна минретекен веществосем пурнăçри мĕнпур майсене, çулсене хупаççĕ. Вĕсен витĕмне çакланни çыншăн, кирек мĕнле ÿсĕмре пулсан та, ырăпа вĕçленмест.
– Сире пĕр-пĕр хутăша туртса пăхма е наркотик тутанма сĕнеççĕ. Малтан тÿлевсĕр. Кайран, хăнăхсан, организм ку мурсăр текех пурăнаймасть. Çитменнине, наркăмăша саракансен чури те пулса тăрать. Дозăшăн тем тума хатĕр çынна вăрттăн вырăнсене «закладкăсем» хуракан шутĕнче те ĕçлеттереççĕ. Çавăнпа темле илĕртсен те сирĕн «çук» тесе калама пĕлмелле. Сиенлĕ йăласем кÿрекен вăхăтлăх киленÿпе хăвăрăн пурнăçа ан улăштарăр, – асăрхаттарчĕ врач-нарколог.
Полици инспекторĕ Алексей Гарсия наркоманăн сăн-сăпатне тĕслĕхсемпе сăнласа пачĕ. Служба майĕпе вĕсене сахал мар тĕл пулма тивнĕ унăн. Ăс-тăна анратакан япаласемпе усă куракана тÿрех сисме пулать-мĕн. Унăн ÿт тĕсĕ те урăхларах, куçĕсем таса мар, пăтранчăк. Çын йывăр наркотиксене иленнине вара унтан туйăнакан çĕрĕшнĕ шăршă пĕлтерет иккен. Кунашкаллисен кун-çулĕ, паллах, вăрăм мар.
– Наркотиксĕрех, эрех-сигаретсăрах пурнăçра илĕртÿлли, кăмăл-туйăма çĕклекенни нумай. Спорт, юрă-ташă, вĕренÿ, пĕр-пĕринпе хутшăнни... Тĕрĕс суйлав тăвăр% халĕ ашкăну вырăнне хуракан сиенлĕ йăласем малашне сирĕн малашлăха татма пултарнине ăнланăр, – асăрхаттарчĕ вăл та. Алексей Гарсия студентсене наркотиклă веществосене усă курнăшăн, сутнăшăн, ыттисене явăçтарнăшăн тивекен яваплăха та ăнлантарчĕ.
Алексей Степашин «Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер!» акци йĕркипе наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ пирки анонимлă пĕлтерме май пуррине каларĕ. Район администрацийĕнче, хула поселенийĕнче, техникум çуртĕнче те ятарлă ещĕксем вырнаçтарнă. Вĕсем çинче телефон номерĕсем пур. Инкеке лекнĕ-тĕк, хăрамасăрах шăнкăравламалла% тĕрлĕ специалистсем яланах пулăшма хатĕр.
Интернетра сиенлĕ информаци нумай. Ун анлăшĕнче те усал пулăмсен серепине лекесрен сыхланмалла, терĕ Алексей Николаевич.
Ирина Яковлева.
Ноябрь 2024 |