Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче уçăлнă черетлĕ курав Раççей символне сăнарлать. Кунта хальхинче пиртен çĕленĕ пуканесем вырăн тупнă.
Курав пысăк кăсăклăх çуратать. Наци пукани епле çуралнă, унпа мĕнле вылянă, вăл мĕне пĕлтерет... Паллă ĕнтĕ, Раççейре усал-тĕселрен сыхлакан пуканесем нумай ăсталанă. Вĕсене тĕрлĕ майлă çĕленĕ. Йăха сыхлакан пуканесем валли унччен тăхăнса çÿренĕ япаласем «хута кайнă», кунашкаллисем чи вăйлă управçăсем шутланнă...
Çак тата ытти кăсăклă пулăмсем пирки музей директорĕ Елена Шарипова тĕлĕнмелле кăсăклă каласа кăтартать. Кунта управçă-пукане çĕлессипе мастер-класс иртнĕ. Ку ĕçе ачасем çеç мар, аслисем те кăсăкланса хутшăннă. Елена Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентÿллĕ кунашкал уроксем çавăн пекех мартăн 13-, 20- тата 27-мĕшĕсенче иртĕç (15–17 сехетсенче). Курав вара çак уйăх вĕçĕччен ĕçлет. Экспоначĕсем – «Руç маçтăрĕсем» фестивале хутшăнакансен ĕçĕсем. Вĕсем Чăваш наци музейĕн фондĕнче шутланса тăраççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |