Хăнара – çĕнĕ кĕнеке авторĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:06 Просмотров: 719

Мăньял Хапăсра кун çути курнă Вячеслав Степанов чăваш поэзи тĕнчине вирхĕнсе кĕнĕ çĕнĕ автор. Пĕлтĕр  «Çĕнĕ вăхăт» типографире унăн «Шухăшсем, çил-çунат шухăшсем» ятпа пĕрремĕш кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта сăвăсемпе тĕрленчĕксем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра В. Степанов-Сĕмĕле çыравçăн çĕнĕ кĕнекине презентацилерĕç.

Малтанах Любовь Кадыкова библиотекарь ентешĕн ку таранччен утса тухнă кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк Хапăсри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Вăрнарти аш-какай комбинатне ĕçе вырнаçнă. Çĕркăмрăкĕ турттараканра ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран салтака кайма ят тухнă. 1969–1971 çулсем уншăн çар службипе çыхăннă. Германире Совет Çарĕн ушкăнĕнче артиллеристсен полкĕнче топогеодезист тивĕçне пурнăçланă. Службăран таврăнсан районти «Сельхозтехникăра» слесарьте тăрăшма пуçланă.

Анчах та Вячеслав Павловича пĕлĕве малалла тарăнлатас шухăш канăç паман. Çавăнпа та вăл 1972 çулта Хусанти патшалăх университетне юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта тăваттăмĕш  курсра пĕлÿ пухаканскерне Çĕрпÿ район халăх судйине суйласа лартнă. Хыççăн унăн пурнăçĕ йăлтах суд ĕçĕн тытăмĕпе çыхăннă. Юрист дипломне алла илсен район халăх судне ертсе пыма шаннă, суд председательне  лартнă. 1987 – 1991 çулсенче вăл  Шупашкар хулинчи Ленин район халăх судйинче ĕçленĕ. Унтан Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1993–1994 çулсенче Чăваш Республикин прокурорĕн пулăшуçи – пай прокурорĕ пулса республикăри судсен ĕçне тĕрĕслесе тăнă. 1994 – 2000 çулсенче Чăваш Республикин Аслă сучĕн судйинче ĕçленĕ. Ку должноçран уйрăлсан 13 çул Раççей  Федерацийĕн Аслă сучĕ çумĕнчи суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче республикăри район сучĕсен ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусемпе тăрăшнă. 2002 çулта Чăваш Республикин Аслă сучĕпе республикăри суд департаменчĕн Управленийĕн «Судебный вестник Чувашии» журнала кăларассипе сахал мар вăй хунă. Унăн тĕп редакторĕ пулса тăнă. Асăннă ĕçе паянхи кун та обществăлла майпа туса пырать.

В.Степанов Раççейри журналсенче те пичетленет. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Раççей Федерацийĕн суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Наградăсем те нумай.

Унăн пĕрремĕш хайлавĕ Çĕрпÿ районĕн «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатра кун çути курнă. Çавăн хыççăн пултарулăх  ĕçне пуçĕпех кÿлĕннĕ, сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă. Республикăри хаçат-журналсенче пичетленнĕ.

Вячеслав Павловича хăйне те сăмах пачĕç. Вăл калаçу пуçламăшĕнчех ашшĕне аса илчĕ. Кĕнекене те ăна халалланă иккен. Ашшĕ – Павел Степанов – колхозра трактористра вăй хунă. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă, тăшмана хирĕç çапăçнă. Берлина илнĕ çĕре  хутшăннă, Прагăна та ирĕке кăларнă. Çапăçусенче пĕрре мар аманнă. 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче чирлĕскере киле янă. Анчах та сывалайман, пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă.

Амăшне те манмарĕ. Ял хĕрарăмĕ йывăрлăха нумай тÿснĕ. Çавах та ачисене ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. В. Степанов çывăх çыннисене паянхи кун та асран кăлармасть. Вĕсене халалласа темиçе сăвă çырнă.

Тĕлпулура автор ыйтусене хуравларĕ, Сĕмĕле хушма ята ăçтан тупнине пĕлтерчĕ, шухăш-ĕмĕчĕсене уçрĕ. Çĕнĕ кĕнеке авторĕ хăйĕн сăмахне çапларах йĕркесемпе вĕçлерĕ:

Пултăр сывлăх – пурăнмалăх!

Савнă мăшăр – савăнмалăх!

Хыççăн ялсенчи библиотека ĕçченĕсем унăн сăввисене илемлĕ вуларĕç. Районти тĕп библиотека тытăмĕн директорĕ Людмила Уткина çыравçăна пултарулăхра ырми-канми вăй хума ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика