Кăçалхи сезона Хапăс çамрăкĕ Михаил Скворцов чаплă результатпа вĕçлет. Республикăри сумлă ăмăртусен вунвиçĕ стартĕнчен вуннăшĕнче вăл ылтăн медале тивĕçнĕ, виççĕшĕнче – «кĕмĕле».
Республика шăйĕнчи йĕлтĕр сезонне иртнĕ шăматкун Канаш районĕнче Геннадий Смирнова асăнса ирттернĕ чупура хупнă.
Вăрнарсем унта вăйлă ăмăртнă. Мăньял Хапăс хĕрĕсем: Настя Тикинева 1-мĕш, Валя Тикинева 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Миша Скворцов – 3 километрта финиша пĕрремĕш çитнĕ çеç мар, ытти районсенчи ачасемшĕн ырă тĕслĕх те пулса тăнă. Тренерсем вăл тăвайккине çиçĕмле хăпарнине тĕлĕнсе пăхса тăнă. «Вăт, çапла ĕçлемелле!» – вĕрентнĕ вĕсем хăйсен воспитанникĕсене.
Мишăн тренерĕ, Михаил Павлович Павлов, кунашкал талантлă ачасем темиçе ăрура шутлă çеç пулнине палăртать. 43 çул ытла кĕçĕннисене йĕлтĕрпе туслаштараканскер, пĕлет ĕнтĕ – камăн малашлăх пур. Ун шкулĕнчен пултаруллă йĕлтĕрçĕсем чылай тухнă. Юрий Тикиневпа халĕ ак ăмăртмалла, алла-аллăн ĕçлеççĕ. Юрий Александровичăн чунĕ пысăккине палăртать Михаил Павлович – районти мĕнпур тренер ун патĕнче йĕлтĕрсене «çула тухма» хатĕрлеççĕ.
Çак икĕ тренерăн вĕренекенĕсем маларах республикăри тепĕр чупура та – «Çурхи тумламра» – палăрнă. Лапсарта иртнĕ ăмăртура – классикăра Михаил Скворцов 5 километрта, Екатерина Леонтьева тата Александр Тикинев 3 километрта 1-мĕш вырăнсене йышăннă.
Тренер Мария Гусевапа Гаврил Гусев та хытă тăрăшнине палăртрĕ, вĕсем – 4-мĕш тата 6-мĕш вырăнсенче.
Иккĕмĕш кунне Миша 1-мĕш вырăна пĕр çеккунт çеç выляса янă, 2-мĕш пулнă. 10 километра Валентина Тикинева пĕрремĕш, Настя Тикинева иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ.
Районта йĕлтĕр сезонĕ вĕçленмен-ха. Пĕтĕмлетÿллĕ стартсем çывăх вăхăтра иртмелле.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
