Пирĕн ĕçтеш – республикăри конкурс çĕнтерÿçи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2018, 08:56 Просмотров: 1084

Шупашкарта Чăваш Республикин спорт министерствин анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта отраслĕн 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Сергей Шелтуков министр доклад тунă. Хыççăн республикăри смотр-конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă.

Палăртма кăмăллă, спорт журналисчĕсен «Спорт стилĕ» смотр-конкурсра «Пичет изданийĕсенче масăллă спорта тата сывă пурнăç йĕркине лайăх пропагандăланăшăн» номинацире районта тухса тăракан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн редакторĕ Светлана Чикмякова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл республикăри тата районти спорт пурнăçне тулли енлĕн тата оперативлă çутатнипе кăна çырлахмасть, хăй те вĕсене активлă хутшăнать. Нумай спорт мероприятийĕнче (шашка, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси) малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă, пĕрремĕш те пулнă. Сăмах май каласан, С.Чикмякова 2015 çулта та спорт тематикине çутатассипе çыхăннă республикăри смотр-конкурсра çÿлерех асăннă номинацире çĕнтернĕччĕ.

Вăрнар районĕ вара республикăри муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинче физкультурăпа сывлăх тата спортпа масăллă ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн 1-мĕш вырăна тата кубока тивĕçнĕ. Министерствăн Хисеп грамотипе район администрацине тата ун пуçлăхне Леонид Николаева наградăланă. Сывлăхпа спорт кунне лайăх ирттернĕшĕн Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ лауреат (директорĕ – Владимир Прокопьев) пулса тăнă.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов та хутшăннă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика