Кăçал çурхи шывсем мĕнле анассине малтанах каласа хума йывăр. Çапах, çуркунне кая юлса килнине кура, хăвăрт ăшăтса, юр тăрук ирĕлсе шыв сарăлас хăрушлăх пур. Гидрометцентр прогнозĕ тăрăх, пăр кайма тытăнассине апрелĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕн вĕçĕнче «кĕтеççĕ».
Ейÿ вăхăчĕ инкек-синкексĕр, лăпкă ирттĕр тесе республикăра хĕрÿ ĕç пырать. Юнкун ак ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. МЧС информацийĕ тăрăх, чи япăх варианта илес-тĕк, шыв айне лекекен пĕтĕмĕшле лаптăк 115 тăваткал километрпа танлашма пултарать, вăл шутра ял хуçалăх çĕрĕсем – 85 тăваткал километр, тесе пĕлтернĕ ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ А.Коршунов.
Кашни муниципаллă пĕрлĕхре ейÿпе кĕрешекен комиссисем туса хунă ĕнтĕ, пуринче те хатĕрленÿ мероприятийĕсем иртеççĕ. Улатăрта, ак, Сăр çинче пăра 133 метр тăршшĕ касса çурнă-мĕн.
Ейÿ тапхăрĕнче шыв-шур çинче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли, пăр çине тухма юраманни пирки те сăмах пынă ларура. Уйрăмах ачасене çурхи пăр хăрушлăхне ăнлантарассипе ĕçлемеллине каланă.
Районта та ейÿ шар кăтартассинчен хÿтĕленесси пысăк тимлĕхре. Паянхи кунхи çивĕч ыйтăва татса пама ятарлă мерăсем йышăннă. Вĕсене ытларикун чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен комиссин ларăвĕнче пăхса тухнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Денис Константинов пĕлтернĕ тăрăх, çурхи шывсен сиенне чакарас, тĕрлĕрен сооруженисемпе экономика объекчĕсене тата çынсен хуçалăхĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ĕç планне çирĕплетнĕ.
Районта туса хунă яваплă комисси иртнĕ эрнере Кив Мĕлĕш, Пăртас, Мăньял Хапăс, Катăш, Кăмпал, Мăн Элмен, Уйкас Юнтапа ялĕсенче шыв кăларса яракан пăрăхсене тĕрĕсленĕ. Тишкерÿ кăтартăвĕсем тăрăх, автоçулсене пăхса тăракан организацисене пăрăхсен шанчăклăхне кулленех сăнаса тăма, капланнă юрпа пăра тасатса тăма хушнă.
Хальлĕхе районта шыв илнĕ вырăнсем çук. Анчах ейÿ сарăлас хăрушлăх пур зонăсене Калинино сали, Мăн Элменпе Уйкас Юнтапа тата Рункă ялĕсем кĕреççĕ.
Районта пĕтĕмпе 25 гидротехника сооруженийĕ. Вĕсен хатĕрлĕхне те тишкернĕ, кашнин тĕлĕшпе яваплă çынсене çирĕплетнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |