Çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратура вăрмансемпе, унти пуянлăхпа усă курас йĕркепе çыхăннă хăшпĕр нормăсемпе паллаштарать.
РФ Вăрман Кодексĕн 11-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче çынсен вăрмансенче ирĕклĕнех, тÿлевсĕр çÿреме право пуррине çырнă. Хăйсене валли улма-çырла, мăйăр, кăмпа, апата усă куракан ытти пурлăха тата йывăç мар ресурссене те тÿлевсĕрех пухса хатĕрлеме пултараççĕ.
Анчах хăшпĕр условисенче чарусем кĕртеççĕ. Сăмахран, пушарпа санитари хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе е вăрманти пĕр-пĕр ĕç вăхăтĕнче.
11-мĕш статьян 3-мĕш пайĕ Хĕрлĕ кĕнекери тата наркотиклă веществосем пур ÿсентăрансене, кăмпасене пухма чарать. Ку статьян 4-мĕш пайĕнче палăртнă тăрăх, оборонăпа хăрушсăрлăх çĕрĕсем, уйрăм сыхлаври çутçанталăк территорийĕсем е федераллă саккунсемпе çирĕплетнĕ ытти çĕрсем çинчи вăрмансене те кĕрсе çÿреме чарма пултараççĕ.
Раççей саккунĕсем граждансене те, патшалăх органĕсемпе танах, йывăçсене сĕмсĕррĕн каснипе, вăрманти пушарсемпе е вăрман сферинчи ытти киревсĕрлĕхсемпе кĕрешме хутшăнма хавхалантараççĕ. «Тавралăха сыхласси çинчен» федераллă саккунри 2016 çулхи улшăнусем обществăлла инспекторсен институтне йĕркелеме май парать. Çакнашкал граждансен активлăхне ÿстерни Раççейри Ырă ĕç тăвакансен çулĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Ноябрь 2024 |