Раççей чемпионĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018, 09:38 Просмотров: 555

Вăрнар кĕрешÿçисем канмалли кунсенче Ульяновскра район, Чăваш ен чысне Пĕтĕм Раççейри турнирта хÿтĕленĕ.

Çав тери ăнăçлă. Вăрнар каччисем, пĕртăвансем – Никитăпа Дмитрий Львовсем, харпăр-хăй виçе категорийĕнче иккĕшĕ те чемпион пулса тăнă.

Ăмăртăва хутшăннă Санарпуç каччине – Андрей Никандрова кăшт ăнăçман. Финалта вăл виççĕмĕш вырăна выляса янă.

Ку эрне вĕçĕнче Шупашкарта мастерсен турнирĕ пулать. Сумлă ята çĕнсе илессишĕн унта Никита Львов та тупăшĕ. 

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика