Реконструкцире çĕнелнĕ «Химик» стадионта май уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕрремĕш хут Раççей шайĕнчи футбол матчĕ иртрĕ. Ку сезонра Вăрнар футболĕ çĕнĕ шая хăпарчĕ: «Химик-Август» команда Раççей первенствин III лигинче вылять, регионсем хушшинчи «Приволжье» футбол Союзĕн Кубокĕшĕн тупăшать.
Турнирăн пĕрремĕш матчĕнче «Химик-Август» командăпа Пензăри «Зенит» тĕл пулчĕç. Шута пĕрремĕш тайм вĕçĕнче пензенецсем уçрĕç. Анчах та иккĕмĕш таймра «Химик-Август» футболисчĕсем пуçтаруллăрах вылярĕç, виçĕ гол тапса кĕртрĕç. Трибунăри тулли халăх та футболистсене хавхалантарчĕ.
Хăнасем иккĕмĕш тайм вĕçĕнче шута танлаштарма хăтланчĕç, пенальтие ăнăçлă пурнăçларĕç. Çапла, тĕлпулу «Химик-Август» майлă 3:2 шутпа вĕçленчĕ.
Людмила ИВАНОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
