Пьедестал çинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:23 Просмотров: 539

Район кĕрешÿçисем канмалли кунсенче каллех республика пĕлтерĕшлĕ турнирта тупăшнă. Хальхинче – тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ Сергей Корнилаевăн парнисемшĕн.

Вăрнарсем яланхиллех лайăх результатсемпе палăрнă. Пăртасри Семен Семенов чемпион пулса тăнă. Тăваттăн – бронза призерсем: 1-мĕш шкулти Дмитрий Львов, 2-мĕш шкулти Никита Александров, Санарпуçĕнчи Никита Никандров тата Малти Ишекри Александр Ефимов.

Хĕрсем Раççей первенствине хутшăнма хатĕрленеççĕ. Халĕ вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта куллен тренировкăсенче пиçĕхеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика