Çĕршер çынна çыхăнтарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2018, 10:23 Просмотров: 623

Паянхи çыхăну, паллах, технологи тĕлĕшĕнчен самай мала кайнă. Унччен радио та, телефонсем те провод урлă ĕçлени халĕ ытла та тахçан пулнăн туйăнать. Тепĕр хулапа калаçма коммутаторсем урлă çыхăнма тивнĕ. Электронлă, цифрăллă çыхăну пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа кĕнĕ май, çав тапхăр историлле пулăма çырăнса юлчĕ. Радио тата çыхăну ĕçченĕсен кунĕ çитнĕ май (ĕнер, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче, пулнă) районти çыхăну узелĕнче тимлекенсем ку вăхăта хаваспах аса илчĕç.

Вăрнарти телефонпа телеграф станцийĕ Ашмаров урамĕнче, унчченхи почта çуртĕнче, вырнаçнă. 1969 çулччен вăл Улатăрти участока пăхăнса тăнă. Хыççăн – Çĕмĕрлери ЭТУСа. Ку вăхăтра пĕтĕмпе те 9 ял станцийĕ кăна пулнă, каярахпа 23-е çитнĕ.

Светлана Илларионовна Атюкина районти çыхăну узелĕнче 1972 çулта ĕçлеме тытăннă. Вăл хула коммутаторĕсем умĕнче ларнă, çавăн пекех хуласем хушшинчи çыхăнупа тивĕçтернĕ. Коллективра унпа пĕрле пултаруллă хĕрсем вăй хунă – Нина Петрова, Лидия Иванова, Альбина Павлова, Тамара Беляева, Галина Мальгина, Валентина Лукина тата ыттисем те. Качча кайман хĕрсем пурте çара тивĕçлисен шутĕнче пулнă.

Условисем çăмăл мар пулин те – кăмакине хăйсем хутнă, çурчĕ çĕрĕшнĕ... – çыхăну татти-сыпписĕр ĕçлетĕр тесе йыш тăрăшса вăй хунă.

– Аслă телефонисткăра тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм – Эмилия Ивановна Охливанкина-Исаева тимлетчĕ. Вăл пирĕншĕн анне вырăнĕнче пулнă. Кирлĕ чухне ялан хÿтĕлетчĕ, пулăшатчĕ, – аса илеççĕ çыхăну ветеранĕсем. – Вăл та, пĕрле ĕçлекенсенчен Нина Викторовна Брызгалова, Вера Ивановна Печкова, Дина Александровна Лаврентьева, Маргарита Александровна Музыкантова, Анастасия Дормидонтовна Анчейкина халĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ.

Анастасия Анчейкинана районта, ахăртнех, аван пĕлеççĕ. Вăл чи яваплă коммутатор умĕнче ларнă – совет тата парти органĕсене çыхăнупа тивĕçтернĕ. Унăн номерĕ – 11.

Альбина Павлова аслă телефонисткăра тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çул. Лидия Иванован çыхăну сферинче 30 çул иртнĕ. Вăл хуласем хушшинчи телефон станцине тивĕçтернĕ. Чылай çул – вырăнти профком председателĕ.

Тĕрĕссипе, çÿлерех асăннă çынсем ку сферăра пурте 30 çултан кая мар ĕçленĕ. Пурте тенĕ пекех «Профессире чи лайăххи» Хисеп хучĕсене, Тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Пурте – Ĕç ветеранĕсем. Светлана Атюкина вара 1992 çулта «Çамрăксен чи лайăх наставникĕ» ята тивĕçнĕ.

Çыхăну узелĕ – этем чĕри пекех, коммуникацисем пулăшнипе вăл çĕршер-çĕршер çынна çыхăнтарнă, теççĕ ветерансем. Ĕç çăмăл мар пулин те, хаваслăха путарман коллектив. Художество пултарулăх номерĕсене хатĕрленĕ, район тăрăх концертсемпе çÿренĕ. Ертÿçи – Раиса Николаевна Малышева.

Çĕмĕрлери ЭТУСăн Вăрнарти линипе техника çыхăну цехĕн пуçĕнче тĕрлĕ çулсенче И.Н.Данилов, П.А.Еремеев, А.П.Мамонтов, Ю.Н.Краснов, Г.Н.Давыдова, А.А.Ашанин тăнă, 1991–2006 çулсенче – Геннадий Петрович Никитин, халĕ вăл Вăрнарти почтамт пуçлăхĕ. 2000 çулсенче Вăрнарта 2200 абонент шутланнă, ялсенче 1500 ытла.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика