Нумай нациллĕ «Вилĕмсĕр полк»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.05.2018, 09:23 Просмотров: 444

«Вилĕмсĕр полк» акци вăй илнĕренпе Вăрнар районĕнчи çĕр-çĕр çын хăйсен паттăр тăванĕсене ун ретне «тăратрĕ».

Вăл нумай нациллĕ пулнине хальхи Аслă Çĕнтерÿ уявĕ аван кăтартса пачĕ. Галимулла Загидуллович Авхадиев Тутарстан Республикинчен. 1914 çулта çуралнă. Вăрçа малтисен йышĕпе кĕнĕ. Хаяр çапăçусене хутшăннăшăн I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тивĕçнĕ. Аманнă. Фронтран хăрах урасăр таврăннă.

Фронтовикăн сăнĕ Вăрнарти «Вилĕмсĕр полка» ахальтен лекмен. Ун хĕрĕ, Ильсия Галимулловна Антонова, нумай çул ĕнтĕ Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлет, наукăпа производство центрĕн химик-эксперчĕ.

– Атте вăрçă çинчен нумай каласа паратчĕ, анчах та ун çинчен фильмсем пăхаймастчĕ, – аса илчĕ вăл уявра.

Пĕлтĕрхи пекех «Вилĕмсĕр полк» Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче уйрăммăн йĕркеленчĕ. 500 ытла çын хăйсен ашшĕ, аслашшĕ-асламăшĕн сăнĕсене мăнаçлăн çĕклесе утрĕ.

Паттăр салтаксен портречĕсем предприятисемпе организацисен колоннисенче те чылай пулчĕç. Çакă Вăрнар çыннисем хăйсен йăх-несĕлĕсен паттăрлăхне чыс-хисеп тунине çирĕппĕн палăртрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика