Пушкин карттипе активлă усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:23 Просмотров: 9

Чăваш ен «Пушкин картти» федераллă проекта ĕçе кĕртессипе лидерсен йышĕнче. Ку çамрăксем республикăн культура пурнăçне активлă хутшăннине çирĕплетекен сумлă кăтарту.

«Пушкин картти» программа Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе 2021 çулхи сентябрьтен вăя кĕнĕ. Паянхи кун унта 99 культура учрежденийĕ, вĕсенчен 92-шĕ патшалăх, 7-шĕ уйрăм, хутшăнать. Проект ĕçлеме пуçланăранпа 670 млн тенкĕлĕх 1,7 млн билет сутнă. Пушкин карттипе яшсемпе хĕрсем ытларах театра çÿреççĕ, иккĕмĕш вырăнта - кинотеатрсем, вĕççĕмĕшĕнче - культура çурчĕсемпе клубсем.

Раççей Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республики карттăсем панипе çĕршывра пĕрремĕш вырăнта. Ку кăтарту 75 :-па танлашать. 1000 çын пуçне билетсем сутассипе вара - иккĕмĕш вырăнта. Хальлĕхе Пушкин карттипе 16500 билет туяннă. Тăтăшах, активлă усă куракан карттăсен пайĕпе - виççĕмĕш вырăнта.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика