Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Вăрмана упрар» Пĕтĕм Раççейри акцине хутшăнчĕ. Экологи про-ектне «Август» бассейн территорийĕнче старт пачĕç. Республикăра акци «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн йĕркипе 8-мĕш хут иртет, Чăваш енри пĕтĕм вăрман хуçалăхĕсене çавăрса илет.
Волонтерсемпе - округри шкул ачисемпе, обществăлла тата влаç органĕн представителĕсемпе, вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле республика Пуçлăхĕ 45 чăрăш тата юман тĕмне лартрĕ. Акци йĕркипе кăçал пĕтĕмпе 46 пин гектар çинче 53 пин юман, чăрăш, хыр хунавĕпе калчине лартма палăртнă.
«Кирек хăш вăхăтра та вăрман экономика тата экологи пĕлтерĕшлĕ пулнă. Кашни çулах Чăваш Республики хăйĕн экологи статусĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетет, чи лайăх вунă регион шутне кĕрет. Пирĕн тĕп тĕллев çак ĕçе вăйлатса малалла тăсасси, вăрман лаптăкĕсене çĕнĕрен чĕртсе хÿтĕлесси. Шанса тăратăп: пĕрлехи вăйпа эпир мĕн пуррине упраса хăварса отрасльте çĕнĕ çитĕнÿсем валли никĕс хывма пултаратпăр»,- палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Олег Николаев пурне те акцие активлă хутшăнма, харпăр хăй пурăнакан вырăнсенче йывăçсем лартма чĕнсе каларĕ.
Акцие Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешников, Роман Алексеев, Николай Малов, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, ытти сумлă хăнасем те хутшăнчĕç.
Оксана СЕМЕНОВА
Октябрь 2026 |
