Çамрăксем те шар кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:19 Просмотров: 10

Мушенниксен серепине ытларах аслă ÿсĕмрисем лекме пултараççĕ тесе шутлать нумайăшĕ. Анчах ултавçăсен капкăнне çамрăксем те чылаййăн çакланнине пĕлтереççĕ Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчен.

Çулталăк пуçланнăранпа шкулта, колледжсенче тата вузсенче вĕренекен 150 ытла каччăпа хĕр паллă мар счетсем çине 25 миллион тенкĕ куçарса панă. Банксен, хăрушсăрлăх службисен тата Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕсен ятĕнчен килнĕ шăнкăравсем ултавăн пĕр тĕсĕ çеç. Мушенниксем кашнинчех çынсен укçине йăкăртма çĕнĕ меслетсем шутласа кăлараççĕ. Çамрăксем интернетпа активлă усă кураççĕ. Кунта вĕсене час-часах паллашу сайчĕсем, хваттер е пÿлĕм тара парасси çинчен тата ĕçе илесси пирки калакан пĕлтерÿсем, фишинг тата ытти сайтсем урлă улталаççĕ. Сим-карта срокĕ тухнă, ăна улăштармалла тенине ĕненекенсем те шар курнă. Шкул ачисем ытларах онлайн вăйăсем вылянă чухне мушенниксен аллине çакланаççĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: вăрланă укçана ытларах чухне чикĕ леш енне куçараççĕ, ăна пирĕн çĕршыв хăрушсăрлăхне хирĕç усă курма пултараççĕ. Çавăнпа та кашни тĕслĕхе ют çĕршыв структурисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме хутшăннипе хутшăнманнине тĕрĕслеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен тимлĕхе çухатмалла мар, ачасемпе телефон çине килекен кодсене е урăх информацине никама та пĕлтерме, палламан çынсемпе калаçма юраманни пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика