Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче çĕнĕ сервиса ĕçе кĕртнĕ. Вăл çынсене ултавçă-
сен преступленийĕсенчен асăрханма пулăшать. Ăна «Патшалăх çынсем валли» федераци проекчĕ тата «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕ йĕркипе Цифра министерстви тата Раççей Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ хатĕрленĕ.
Çĕнĕ цифра сервисĕ хăрушлăхлă икĕ лару-тăрура харпăр хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарать. Пĕрремĕшĕ - «Мушенниксем «Госуслугине» кĕме хăтланаççĕ». Вăл учет записьне хÿтĕлеме тата тĕрĕслевре тытма пулăшас тĕллевлĕ. Енчен те çын шулĕксене парольпе СМС-кода пĕлтерме ĕлкĕрнĕ пулсан мĕн тумаллине кунта тĕплĕн ăнлантарнă.
Иккĕмĕш лару-тăру «Эпĕ мушенниксенчен хÿтĕленесшĕн» ятлă. Ку пайра вара преступленилле ĕçсене асăрхаттармалли меслетсене илсе кăтартнă. Вĕсен шутĕнче - сирĕн ятпа куçман пурлăх тĕлĕшпе килĕшÿсем тума, çыхăну договорĕсем çырма, кредитсемпе займсем илме чарусем çирĕплетни, шанчăклă контакт пулăшнипе учет записьне хÿтĕлени, телефон шăнкăравĕсем вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх правилисем.
Çавăн пекех ку сервисра ытти киберхăрушсăрлăх пулăшăвĕсене те тупма пулать - резервлă копировани правилисенчен пуçласа дипфейксене курмалли мелсем таранах. Унсăр пуçне мушенниксен меслечĕсене пĕлсе тăма ултав схемисен бази те пур.
Ирина ПЕТРОВА
Октябрь 2026 |
