Хаçат тусĕсем эстафетăра вăй виçрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:28 Просмотров: 9

Сывă кĕлеткере - сывă ăс-тăн, теççĕ. Ăмăртусем йĕркелени пурнăçа спортпа пуянлатать, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарать.

Эрнекун Вăрнарти «Химик» стадион хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тата округ администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Пур ÿсĕмри спортсменсем те - вĕренекенсенчен тытăнса организаци-учрежденире тăрăшакансем таранах - хастарлăхпа палăрчĕç.

Çанталăкĕ тата мĕнле ырăччĕ. Хĕвел атлетсем çине ăшшăн йăл-йăл кулса пăхрĕ. Прессăн спорт фестивалĕ чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Спортсменсем те уяр çанталăкра хăпартланса ăмăртрĕç. Пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине çĕкленме ĕмĕтленекенсем мĕнпур вăя пухса чупрĕç. Паллах, пурте çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа ăмăртусене хутшăннине палăртмалла.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика