Вăрнар тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ - Туçи Çармăс ялĕнче пушар хуралĕн çĕнĕ уйрăм постне уçнă. 5 пин ытла çын халĕ шанчăклă хÿтлĕхре.
Пост халăх пурăнакан 23 тăрăха тата социаллă пĕлтерĕшлĕ 16 объекта - шкулсене, больницăсене, культура учрежденийĕсене - хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен инкек пулнă вырăна хăвăртрах çитĕç. Çапла вара çынсен пурнăçне тата вĕсен пурлăхне шанчăклă хÿтĕлеме майсем çителĕклĕ.
Пушарнăйсем валли гараж боксне «НИМЕ - халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Ку вăл çынсен пуçарăвĕ пĕтĕм муниципалитетшăн пĕлтерĕшлĕ кăтартăва куçнин лайăх тĕслĕхĕ.
Пост уçăлни – Чăваш енри пушар сыхлавĕн 2025–2027 çулсенчи аталанăвĕн Çул карттин пайĕ. Кăçал тата çакăн йышши пункт пирĕнпе кÿршĕллĕ округра - Канаш тăрăхĕнче - пулĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2026 |
