Çамрăк специалистсене - хваттерсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2026, 08:44 Просмотров: 9

Яллă тăрăха ĕçлеме килекен çамрăк кадрсене пулăшасси Чăваш Республикин Правительствин ĕç-хĕлĕнче тĕпре. Ку енĕпе тĕрлĕ программăсем вăйра. Вĕсенчен пĕри - социаллă наймпа çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Округри социаллă учрежденисене ĕçлеме килнĕ икĕ специалист çак пулăшăва тивĕçнĕ, вĕсене çĕнĕ хваттер уççисем парнеленĕ.

Вăрнар район больницине кăçал харăсах темиçе çамрăк специалист ĕçлеме килнине хаçатра çырнăччĕ. Вĕсенчен пĕри - Ольга Титова врач-инфекционист. Вăл Вăрнар округĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă пĕлÿ илсе ординатура пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнма шутланă. Ольга Владимировна «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсене яллă тăрăхра пилĕк çул ĕçленĕшĕн пĕр хутчен тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне çул укçине тата хваттере тара илнĕ тăкаксене саплаштараççĕ.

Çĕнĕ хваттер уççине илнĕ тепĕр специалист - Вăрнарти 2-мĕш шкулта вăй хуракан Екатерина Мокеева учитель. Хăй вăхăтĕнче вăл çак шкултанах лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Университет пĕтернĕ хыççăн каялла таврăннă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Екатерина Мокеева ачасене математика предметне вĕрентме пуçланă. Çамрăк специалистсене округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова саламланă.

2026 çулта бюджет сферинче тăрăшакансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 69,4 млн тенкĕ пăхса тухнă. Тепĕр çуррине муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика