Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче пурнăçри пĕлтерĕшлĕ
тапхăр - суйлав - иртрĕ. Хальхинче эпир Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр.
Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Чăваш енрен çĕршыв парламенчĕн йышне кĕрессишĕн пынă суйлав кăтартăвĕсем çапларах çырăннă: «Единая Россия» – 50,18 : ?276 199 сасă%, КПРФ – 18,17 : ?100 019 сасă%, «Новые люди» – 9,01 : ?49 577 сасă%, ЛДПР – 8,21 : ?45 166 сасă%, «Справедливая Россия» – 6,10 : ?33 578 сасă%, «Партия пенсионеров» – 3,64 : ?20 046 сасă%, «Зеленые» – 1,06 : ?5 819 сасă%, «Коммунисты России» – 0,95 : ?5 216 сасă%, «Родина» - 0,63 : ?3489 сасă%, «Партия прямой демократии» – 0,29 : ?1 591 сасă%.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
