Пациент хăрушсăрлăхĕ - пĕрлехи ĕç!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2026, 08:40 Просмотров: 12

Вăрнар район тĕп больницин медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ Виктория Васильева пациентсемпе сывлăх пирки калаçу ирттернĕ.

Мероприятие Пĕтĕм тĕнчери пациентсен хăрушсăрлăх кунне халалланă. Виктория Ивановна пациентсемпе тĕп хăрушлăхсене тата вĕсене асăрхаттармалли мерăсене тишкернĕ. Акă, хăшпĕр темăсем: ÿкесрен сыхланасси ?наркоз хыççăн епле тĕрĕс çĕкленесси, шуçман тĕпĕллĕ атă-пушмак тăхăнасси%, тасалăх гигиенине пăхăнасси, эмелпе тĕрĕс усă курасси ?аллерги пирки пĕлтересси%, пĕлсе апатланасси, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене уясси, психологи хăтлăхĕ тата ыттисем.

«Пациент медицина пулăшăвне илекен кăна мар, сиплеве хастар хутшăнакан та. Ансат правилăсене аса илтерни чир-чĕре асăрхаттарма пулăшать», - палăртнă специалист. Вăл пациентсене астăвăм карточкисем панă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика