Вăрнар округĕн Обществăлла палатин иртнĕ эрнери ларăвĕ ырă самантпа асра юлчĕ. Ун председательне, «Росгосстрах» компанин Вăрнарти агент центрĕн ертÿçине Ирина Кошкинана «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медальпе чысларĕç. Наградăна Чăваш ен Обществăлла палата членĕ Станислав Афанасьев çитерчĕ.
Каламалла, Ирина Николаевна икĕ çул ытла ĕнтĕ Белгородри госпитальте сипленекен салтаксем патне пулăшу çитерме пулăшать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
