Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:20 Просмотров: 12

Амăшĕн тĕлĕкĕ

Уравăш каччине, СВО-ра паттăрла пуçне хунă салтака Юрий Самсонова асăнса

Кĕçĕрхи каç тĕлĕкре

Курчĕ амăш ывăлне.

Таврăннă пек вăрçăран -

Чĕрĕ, сывă, аманман.

Камуфляжлă формăпа,

Орден кăкăрĕ çинче.

Улшăнман пек сăнĕнчен,

Кăшт çеç туртăннă питрен.

Ыталарĕ ашшĕне,

Чăмăртарĕ аллине.

Тем каларĕ хăлхинчен,

Куççуль анчĕ куçĕнчен.

Пычĕ амăшĕ патне,

Чĕркуçленчĕ ун умне.

«Каçарсам, - терĕ, - анне,

Ыраттартăм чĕрÿне.

Сăмах панăччĕ сана

Чĕрĕ, сывă таврăнма.

Тытаймарăм сăмаха,

Упраймарăм эп хама.

Аннеçĕм, эпĕ - çÿлте,

Канлĕх тупрăм эп унта.

Шăхăрмасть пуля çÿлте,

Çурăлмасть снаряд çумра.

Пĕччен мар эпĕ кунта,

Тăвансем манпа пĕрле.

Юлташсем ман - салтаксем,

Вăрçăра пуç хунисем.

Каçарсам мана, атте,

Каçарсам, йăмăк, эс те.

Юлăп эп сирĕн асра

Чĕрĕ, сывă та таса.

Çитрĕ вăхăтăм кайма,

Ан ÿпкелĕр тек мана.

Чунăра тунсăх пуссан

Килĕп эп тĕлĕксенче...»

Тăсрĕ амăш аллине,

Ятпа чĕнчĕ ывăлне.

Хуравлакан пулмарĕ -

Куçран куççуль тумларĕ.

Любовь ЛУКИНА

2023 çул

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика