Чăваш ен кăçалхи çичĕ уйăхри социаллă экономика кăтартăвĕсемпе ырă динамикăпа палăрать. Промышленноçра, тÿлевлĕ тивĕçтерÿсен калăпăшĕпе, ял хуçалăхĕнче тата ытти хăшпĕр енĕпе ÿсĕмсем пур.
Кăтартуллă цифрăсенче Вăрнар округĕн тÿпи те пĕчĕк мар. Çакна Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Олег Марков ертсе пынипе Вăрнарта иртнĕ «Уçă калаçу» вăхăтĕнче пĕлтерчĕç. Муниципалитет ял хуçалăх производствин абсолютлă кăтартăвĕсемпе, строительство, инвестицисене явăçтарас тĕлĕшпе 5-мĕш вырăнсенче, çурт-йĕр хута ярассипе 10-мĕш, вăтам шалу енĕпе 7-мĕш йĕркесенче. Анчах та туртăнмалли пур-ха...
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
