Калининăри шкул-интернатра пултаруллă педагогсем йышлă. Çакна Валентина Николаевна Кошкина тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.
Вĕрентекен «Туслăхра – пирĕн вăй» темăпа 4-мĕш «а» класра уçă урок ирттерчĕ. Ачасене кăсăклантарас тĕллевпе тĕрлĕ мелпе усă курчĕ. Вĕренекенсем умне проблемăлла ыйтусем кăларса тăратрĕ, чăн-чăн тус кам иккенне тĕрлĕ пулăмра кăтартрĕ. Туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕ. Валентина Николаевна туслăх правилисене яланах асра тытмаллине асăрхаттарса хăварчĕ.
Ачасемшĕн чи кăсăкли «Раз горох, два горох» илемлĕ мультфильм пулчĕ. Курав хыççăн вĕренекенсем юнашар шанчăклă тус пулмаллине сÿтсе яврĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Вĕсен кăмăлне туслăх юрри çĕклентерсе ячĕ.
Туслăх – питĕ пысăк тупра, телей, вăй, вăл вĕренме те, ĕçлеме те, пурăнма та пулăшнине çирĕплетрĕç.
Н.ЛАВРЕНТЬЕВА, воспитатель.
Ноябрь 2024 |