Çуркунне-çулла çулсем çине велосипедсемпе тухакансем нумай. Ку транспорт хатĕрĕ меллĕ, сывлăхшăн усăллă.
Ытти транспорт кĕреймен вырăнсене те унпа çÿреме пулать. Анчах, тепĕр енчен, икĕ урапаллă транспорт «хуçисемшĕн» хăрушлăх пысăк. Вĕсем, автомашина водителĕпе танлаштарсан, çул çинче хÿтлĕхсĕртерех. Çавăнпа ГИБДД ĕçченĕсем велосипедистсене асăрхануллă пулма ыйтаççĕ, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтереççĕ.
Республикăра велосипедистсемпе çыхăннă инкексем юлашки вăхăтра темиçе те çырăннă. Хамăр районта, акă, çакăн пек тĕслĕх иртнĕ эрнере «Вăрнар– Пăртас» автоçулăн 1-мĕш километрĕнче пулнă. Чăваш енри ГИБДД управленийĕн информацийĕ тăрăх, ял еннелле пынă «Лада Калина» водителĕ 39-ти велосипедист çине кĕрсе кайнă. Арçынна больницăна леçнĕ. Малтанхи тĕрĕслев тăрăх, пăтăрмах сăлтавĕ автомобиль водителĕн тимсĕрлĕхĕ пулма пултарать тесе шутлаççĕ.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче вара «Шупашкар–Сурское» автоçулăн 76-мĕш километрĕнче тепĕр инкек тухнă. «Киа Рио» автомашина кювета анса кайнă та çаврăнса ÿкнĕ.
«Малтанхи тĕпчев кăтартăвĕсене илес-тĕк, водитель хăрушсăр хăвăртлăхпа пыман тата çул айăккинчен кирлĕ хушша пăхăнман. Çавна май кювета чăмнă. 34-ри автомобилиста больницăна ăсатнă», – пĕлтерет республикăри ГИБДД управленийĕн пресс-служби.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |