Никама та манман, нимĕн те манăçман. Çĕршывăмăра ирĕке кăларассишĕн, унăн çутă пуласлăхĕшĕн нимĕç фа-шисчĕсемпе паттăррăн çапăçнă салтаксен таса ячĕсене тăванĕсем асра тытаççĕ.
Санарпуçĕнчи Нина Афанасьева вырăнти ял тăрăхĕнче пурăнакан вăрçă ачисемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва икĕ сăнÿкерчĕк илсе килнĕччĕ. Пĕринче – унăн ашшĕ, Лука Кузнецов. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Телее, фронтовик вутпа çулăм витĕр тухса тăван килне чĕрĕ-сывă таврăннă.
– Эпĕ çитĕннине атте курнă. Çакă маншăн чăн телей пулнă, – пĕлтерчĕ Нина Лукинична.
Иккĕмĕш сăнÿкерчĕкре – Нина Афанасьеван хуняшшĕ, вăл та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартас тесе нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Анчах та унăн шăпи синкерлĕрех килсе тухнă. Порфирий Афанасьева 1942 çулхи çурла уйăхĕнче тăшман пульли вилмеллех амантнă. Ăна Смоленск облаçĕнче пытарнă.
– Çĕнтерÿçĕ-салтаксем умĕнче эпир, çĕр çинче пурăнакансем, пысăк парăмра. Вĕсем пире чуралăхран хăтарнă, çутă малашлăх парнеленĕ. Паттăр тăвансен çутă сăнарĕ ман чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ, – терĕ Нина Афанасьева.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |