Рыкша юханшывĕнче пулăсем нумай вилнĕ тĕслĕхпе çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ.
Палăртнă тăрăх, «Чувашский бройлер» обществăн чăх каяшне пухмалли виçĕ отстойникĕнче бетон стенисемпе брустверĕсем арканнă-мĕн. Çурăк-шăтăксенчен каяш çырмана юхса тухнин йĕрĕсем пур. Çакă пулăсем йышлă вилнин тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 7,7 га лаптăк çинче вараланнин сăлтавĕ пулнă та. Пулă хуçалăхне кÿнĕ тăкак – 2255989,51 тенкĕ, тăпрана – 184800000 тенкĕ.
Прокуратура пухнă материалсемпе уголовлă ĕç пуçарса тишкернĕ.
«Шупашкар район сучĕ предприятин тасатмалли сооруженийĕсен пуçлăхĕ пулнăскерне айăплă тесе йышăннă. Ăна обязательнăй майпа 300 сехет ĕçлеттерме палăртнă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Çутçанталăка кÿнĕ сиене саплаштарма прокуратура ыйтса çырнă тавăçа та суд пĕлтĕрхи декабрьте тивĕçтернĕ. Предприятирен шыв-шура сиенленĕ тăкака шыраса илмелле. Унсăр пуçне вараланă çĕр пайне суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ кунранпа икĕ çулта рекультиваци ирттерме хушнă», – пĕлтерет çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратура.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |