Районта пурăнакан 33-ри арçын РФ Уго-ловлă кодексĕн 264.1-мĕш статйипе айăпланать. Уголовлă ĕçе тишкернĕ ĕнтĕ, Вăрнар район прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.
Дознани ĕçĕсем вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, ку арçын тĕлĕшпе Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйин 2017 çулхи сентябрьти йышăнăвĕпе административлă айăплав палăртнă пулнă – ÿсĕр е ÿсĕр маррине пĕлме медицина тĕрĕслевне тухма должноçри çын ыйтнине хирĕçленĕшĕн. Ăна 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ тата çулталăк çурăлăх транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă. Анчах кăçалхи апрельте вăл каллех руль умне ÿсĕрле ларнă. ГИБДД сотрудникĕсем ÿсĕрскере «Чебоксары – Сурское» автоçул çинче чарнă.
Уголовлă ĕçе Вăрнар район сучĕ пăхса тухать. Ку статьяпа саккун палăртнă чи çирĕп айăплав – 2 çул таран ирĕкрен хăтарни. Кунсăр пуçне 3 çул таран пĕр-пĕр должноçе йышăнма е пĕр-пĕр ĕç-хĕлпе тимлеме чарма пултараççĕ.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |