Ял хуçалăх культурисенчен агротехникăна тĕрĕс пăхăнса пысăк тухăç илес тесен минераллă удобренисен пысăк пайне (90 процент) тăпрана хывмалла. Çураки хыççăн симĕс калчасене апатлантарасси тĕпре пулмалла.
Ĕçе тытăниччен симĕс çулçăна лайăх тĕпчемелле. Енчен те калчасем шупка симĕс пулсан – азот çитменни паллă. Хăшпĕр чух тăпрара азот çителĕклĕ-ха, анчах та çĕр нÿрĕклĕхĕ сахал пулнипе ÿсентăран тымарĕсем унпа усă кураймаççĕ. Çулçăсене минераллă удобренисем ирĕлтерсе сирпĕтни пĕлтерĕшлĕ.
Сăмахран, карбамидпа (е урăхла мочевина) усă курма меллĕ. Ку удобренине гербицидсемпе бакри хутăш туса çулçăсем ÿснĕ чух тата тĕштырăсем пуçне кăларсан сирпĕтсен аван. Гербицид эффективлăхĕ те ÿсет.
Каласа хăвармалла: раствор хатĕрленĕ чухне карбамид концентрацине нормăран пысăк тума юрамасть, çулçăсене «çунтарма» пултарать, вĕсем вара сарăхса лараççĕ. Ирхине, каç еннелле е хĕвелсĕр пĕлĕтлĕ çанталăкра сапсан аванрах. Çумăр çăвас умĕн 3–4 сехет маларах тухмалла. Паянхи кун калчасене апатлантармалли тĕрлĕ препаратсем нумай. Вĕсем шывра лайăх ирĕлеççĕ. Тĕслĕхрен: КАС-32 (карбамидпа аммиак хутăшĕ), микромикс тата ыттисем те.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче ÿсентăран çулçисене апатлантарма азотлă удобренисемпе пĕрле Гумат +7А препаратпа анлă усă кураççĕ. Гумат +7А – гумин кислотинчен (гумас компоненчĕ) тата микроэлементсенчен тăракан агрохимикат. Асăннă препаратпа усă курсан ÿсентăран лайăх аталанать, çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене лайăх чăтса ирттерет. Гербицидсемпе пĕрле сапни меллĕ, «хими стресĕ» пулмасть.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,
Раççей ял хуçалăх центрĕн
районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |