ВИЧ-инфекци пирки этемлĕх 40 çул каялла пĕлчĕ. Тĕнчере 75 миллиона яхăн çын чирленĕ. Юлашки 25 çулта СПИДран 25 миллион çын вилнĕ, çав шутран 1,5 миллионĕ – ачасем.
Раççейре ВИЧ-инфекциллĕ миллиона яхăн çынна регистрациленĕ. Кунсерен çĕршывра 100 ытла чирлĕ çынна тупса палăртаççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ «90-90-90» программа йышăннă. Вăл 2020 çулччен вăйра шутланать. Çак программа мĕне пĕлтерет-ха? Тĕнчере пурăнакансен 90 проценчĕ хăйсен ВИЧ-статусĕ мĕнле пулнипе кăсăкланмалла, ВИЧ-инфекци ернĕ пациентсен 90 проценчĕн сиплев илмелле, сипленнисен 90 проценчĕн вируса пусармалла. 2020 çултан «95-95-95» программа пурнăçланмалла. Эпидеми 2030 çул тĕлнелле пĕтмелле тесе палăртаççĕ.
ВИЧ-инфекци – ерекен чир. Этемĕн иммун системине сиенлет. СПИД – ВИЧ-инфекцин юлашки тапхăрĕ. Пациент пурнăçран уйрăлать. СПИД ытларах çамрăксене «кăмăллать». Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç асăрхануллă мар, наркотик серепине лекнĕ чирлĕ юлташĕсемпе хутшăнаççĕ, сиенлĕ йăлапа туслашаççĕ. Ар çыхăнăвĕсене кĕрсен васкасах ВИЧ ернипе-ерменнине тĕрĕслемелле.
Ан манăр: сыхланасси сипленессинчен ансатрах. Шел те, анчах та хальхи вăхăтра çак чиртен пĕтĕмпех сывалса пĕтме çук. Çавăнпа та ВИЧран профилактика ирттересси – шанчăклă меслет. Инфекци ан ертĕр тесен презервативпа усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Гигиена правилисене пăхăнмасан тата чирлĕ çынсен япалисемпе усă курсан (хачă, хĕскĕч, сухал хырмалли хатĕр-хĕтĕр çинче юн пĕрчисем пулсан) юн урлă та инфекци ертме пулать. Çире пур хĕрарăмсен те асăрхануллă пулмалла, пепкешĕн яваплăха туймалла. Вич-инфекци никама та хĕрхенмест.
Надежда НИКОЛАЕВА,
район тĕп больницин тĕп врачĕн заместителĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
