Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кемерово хулинче Раççей Оборона министерствин вĕ-ренÿ учрежденийĕ – президент кадет учили-щи – çар ĕçне кăмăллакан çамрăксем валли хăйĕн алăкĕсене уçĕ.
Унта воспитанниксене Суворов тата Нахимов училищисен чи лайăх йăлисемпе хатĕрлеме тытăнĕç. Тĕп предметсемсĕр пуçне училищĕре ют чĕлхесене тата IT-технологисене тарăннăн вĕрентме палăртнă. Кунтан паянхи кунхи пĕлÿ илнĕ, пур енлĕ аталаннă, патриот туйăмĕпе çирĕпленнĕ выпускниксем тухĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парттăсем хушшине 5–7 классенчи 360 кадет лармалла. 6-мĕш тата 7-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн çакă – кадет училищине кĕмелли тата пулас профессие палăртмалли пĕртен-пĕр шанăç.
Вĕренме килекенсем тулли информацие оборона министерствин официаллă сайтĕнче тупма пултараççĕ. «Вĕри лини» телефонĕсем, 8-951-180-49-23, (83842) 77-24-97, (83842)36-38-52.
Документсене Кемерово облаçĕн çар комиссариачĕ йышăнать. Адресĕ, 650024, Кемерово хули, Базовая урам, 5-мĕш «а» çурт тата Сосновый бульвар, 3-мĕш çурт.
В.АНДРЕЕВ,
Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар
комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
