Ачасен çуллахи канăвне усăллă та хаваслă ирттерес тĕллевпе шкул çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç.
Вăрнарти 2-мĕш шкул çумĕнчи «Асамат кĕперĕ» кану лагерĕ 8 отряда пуçтарчĕ. Кану программи питĕ пуян пулчĕ. Конкурссем, вăйăсем, ăмăртусем иртрĕç. Кашни кунăн – хăйĕн тĕллевĕ.
Ачасене хÿтĕлемелли кун ку темăпа вĕренекенсем асфальт çинче ÿкерчĕксем турĕç. Июнĕн 22-мĕшĕ – вăрçă тухнă кун. Çак кун ачасем палăк умне чечексем хучĕç, сăвăсем вуларĕç. Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан тухтăр тесе чĕнсе каларĕç. Лагерьте çутçанталăка, Тăван çĕршыва, тăван кĕтесе, Чăваш Республикине юратассипе çыхăннă мероприятисем те иртрĕç.
«Асамат кĕперĕ» хăнасене те хавас пулчĕ. Пирĕн патра çула çитменнисемпе ĕçлекен инспектор полици майорĕ Эльвира Геннадьевна Татарова тата полици ĕçченĕ Ирина Николаевна Михайлова хăнара пулчĕç. Çулла хамăра тĕрĕс тытма пĕлмеллине, шыва кĕнĕ, уçăлса çÿренĕ чух, пушар тухасран сыхланмалли сĕнÿсене тепĕр хут аса илтерсе хăварчĕç.
Лагерь вĕçленес умĕн Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин та ачасем патне килме кăмăл турĕ. Вăл та хăрушсăрлăх техникине пăхăнмаллине, хăйсене те, ашшĕ-амăшĕсене те упрамалли çинчен каларĕ.
Лагерьти кану пурне те килĕшрĕ.
Вероника ДМИТРИЕВА.
Ноябрь 2024 |