Çĕнĕлĕхсем тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019, 16:01 Просмотров: 304

Амăшĕн капиталĕн федераллă программи тăтăшах çĕнелсе пырать. Унпа çыхăннă улшăнусем пирки Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçипе Роза Кондратьевапа калаçатпăр.

– Роза Алексеевна, малтанах программа ку таранччен мĕнле ĕçлесе пынине пĕтĕмлетер-ха...

– Вуникĕ çулта пирĕн республикăра икĕ тата ытларах ачаллă 99 пин ытла çемьене амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе тивĕçтернĕ. Паянхи куна ун виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.

Саккунпа килĕшÿллĕн, ку укçапа çемьесем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме, кĕçĕннисене ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме, амăшĕн пенсин пухăнакан пайне пысăклатма, инвалид ачасен социаллă адаптацийĕ валли тавар туянма тата тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме, тупăш сахал илекенсем иккĕмĕш ачине ÿстерме уйăхсерен тÿлев вырăнне усă курма пултараççĕ.

Палăртмалла, нумайăшĕ – 63 пин çемье – амăшĕн капиталĕн укçине çурт-йĕр туянма, ипотека кредитне, хваттер-çурт туяннă чухне пирвайхи взносшăн тÿлеме янă. Пĕтĕмпе 24 миллиард тенкĕлĕх.

– Паллă ĕнтĕ, июлĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ çурт строительстви эскроу-счет финансированийĕн схеми çине куçрĕ. Пая кĕрес текенсем амăшĕн капиталĕн укçипе еплерех усă курĕç-ши?

– Эскроу-счет системи çапларах: хваттер туянакан укçана застройщика тÿреммĕн тÿлемест, банкри ятарлă страхланă счет çине куçарать. Çапла пая кĕрекенĕн укçине строительство организацийĕ çурта хута ярсан кăна илеет.

Законодательствăна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн амăшĕн капиталĕн укçине пая кĕни çинчен калакан килĕшÿ тăрăх банкри эскроу-счет çине куçаратпăр. Çак схема, пĕр енчен, застройщика çурта çĕкленĕшĕн туллин тÿлессине гарантилет, тепĕр енчен, хваттер туянакана мушенниксемпе ырă мар чунлă застройщиксенчен хÿтĕлет.

Çемьен Пенси фондне пая кĕни çинчен калакан килĕшĕве тăратмалла. Маларах ăна патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлармалла тата унта укçана куçарас йĕрке пирки положени пулмалла.

– Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма амăшĕн капиталĕпе усă курнă чухне ытти хÿтĕлев мерисене те пăхнă. Кун пирки те аса илтерер-ха.

– Кăçалхи мартăн 18-мĕ-шĕнче йышăннă федераллă саккун амăшĕн капиталĕн укçине усă курса туянакан пурăнмалли çуртсен тăрăмне тĕрĕслессине вăйлатас тĕллевлĕ. Халĕ саккун пурăнма май çук, авариллĕ тата пăсма кăна юрăхлă çуртсене туянассине хирĕçлет. Çакна патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн информаци системин çурт-йĕр фончĕн объекчĕсен реестрĕнче тĕрĕслетпĕр, çуртсене çĕрĕшнисен шутне кĕртнине «Реформа ЖКХ» сайтра сăнатпăр. Асăрхав çирĕп.

Саккун çавăн пекех ипотека займĕсемпе тивĕçтерекен организацисен переченьне те çирĕплетнĕ. Унтан Тĕп банк асăрхавĕнче пулман, пысăк процентсемпе кредитсем уйăракан организацисене кăларнă. Çав вăхăтрах перечене виçĕ çултан кая мар ĕçлекен ял хуçалăх кредит потребкооперацийĕсене, çавăн пекех «ДОМ.РФ» АО пĕрлехи институтне кĕртнĕ.

– Анчахрах йышăннă саккунра иккĕмĕш ачашăн паракан уйăхсеренхи тÿлев тĕлĕшпе те çĕнĕлĕх пур. Тĕплĕнрех ăнлантараймастăр-ши?

– 2019 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнчи федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, тÿлеве илес тесен халĕ заявление прописка вырăнĕнче çеç мар, ăçта пурăннă вырăнта та çырма юрать.

Аса илтерме, 2018 çултан тытăнса тупăш сахал илекен çемьесен иккĕмĕш ача çуратнăшăн е усрава илнĕшĕн амăшĕн капиталĕн шутĕнчен адреслă укçа тÿлевне илме май пур. Чăваш енре ку пулăшăва 562 çемье тивĕçнĕ. Кăçал ун виçи 8930 тенкĕпе танлашать.

– Ахăртнех, кашни çемьенех амăшĕн капиталĕн укçи мĕн чухлĕ юлнине пĕлес килет. Май пур-и?

– Çакна Пенси фончĕн сайтĕнче «Уйрăм кабинетра» пăхма пулать. Çавăн пекех республикăри уйрăмăн контакт-центрне 8(8352)64-91-14 номерпе шăнкăравласа та пĕлме май пур. Унччен маларах пĕр хутчен Пенси фончĕн клиент службинче кодлă сăмаха илме заявлени çырмалла.

Укçана йăлт усă курса пĕтерсен Пенси фончĕ сертификат хуçи патне юлашки тÿлев хыççăнхи датăран пĕр уйăх тăршшĕнче уведомлени ярать. Çак срока саккунпа кăçалхи мартра çирĕплетнĕ.

– Амăшĕн капиталĕн электронлă сертификачĕ пирки те ăнлантарăр-ха.

– Электронлă сертификатăн ырă енĕсем нумай. Ăна пăсса хума тата çухатма май çук. Кунашкал сертификата илес тесен Пенси фончĕн сайтĕнче «Уйрăм кабинетра» заявлени çырмалла. Паянхи куна пирĕн республикăри 21 çемье амăшĕн капиталĕн электронлă сертификатне илнĕ.

Çакна та аса илтеретпĕр. Амăшĕн капиталĕн программи 2021 çул вĕçĕччен ĕçлет. Анчах ăна малалла та тăсас шанăç пур.

– Калаçушăн тав.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика