Халĕ кашни килте тенĕ пекех теплицăсем пур. Çĕр ĕçченĕсене вăл çанталăк условийĕсене пăхмасăр калчасене те, пахчаçимĕçе те иртерех туса илме пулăшать.
Анчах та сад тата пахча ĕçĕ тĕлĕшпе федераллă саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн халăхра тĕрлĕ сас-хура çуралчĕ: «Теплицăсене регистрацилемелле, унсăрăн штрафсем хурĕç, айăплĕç...». Районта пурăнакансенчен те ку ыйтупа канăçсăрланнине илтнĕ.
– Ку информаци тĕрĕсех мар. Пĕрремĕшĕнчен, регистрацие çын хăй ирĕкĕпе пурнăçлать. Урăхла каласан, мĕнле те пулин объектăн харпăрлăх правине вăйпа никам та регистрацилеттермест. Иккĕмĕшĕнчен, пур теплица та куçман пурлăх объекчĕ шутланмасть. Сăмахран, çăмăл конструкцисем, вырăнтан вырăна куçарма май пуррисем. Вĕсене регистрацилемелле мар, – ăнлантарать Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçин пулăшуçи Марина Иванова.
Вăл ăнлантарнă тăрăх, кадастр учетне йĕркелес тата правăна регистрацилес тесен теплицăн куçман пурлăх объекчĕн паллисене тивĕçтермелле: унăн никĕс çинче лармалла, ăна коммуникацисемпе çыхăнтармалла. Çавăнпа та халăхăн пăшăрханма кирлĕ мар. Ытларах килте усă куракан теплицăсем ку категорие кĕмеççĕ.
Сăмах май, республикăра куçман пурлăхăн патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнче 120 ытла теплицăна регистрациленĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |