Сывлăх кунĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019, 16:05 Просмотров: 412

Иртнĕ шăматкун пĕтĕм республикăри пекех Вăрнар районĕнче те Сывлăхпа спорт кунĕ иртнĕ.

Район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов пĕлтернĕ тăрăх, унта поселокра, ялсенче пурăнакан 900-е яхăн çын хутшăннă.

Сывлăх кунĕ ирхи зарядкăран пуçланнă. «Химик» стадионта иртнĕскерте муниципаллă служащисем хастар пулнă: чупăва район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле ун заместителĕсем, ĕçченĕсем тухнă.

Çак кунах «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче тата ун çумĕнчи площадкăсенче ГТО нормативĕсене те йышăннă. Спорт комплексне 52-ĕн пурнăçланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика