Шкул ачисене тÿлевсĕр апатлантарасси – социаллă пулăшăвăн мерисенчен пĕри. Çак ырă пулăм иртнĕ çул «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн пурнăçланма тытăнчĕ.
Патшалăх шучĕпе паян пуçламăш классенче пĕлÿ илекен пур ача та тÿлевсĕр апатланать. Пĕр вĕренекен пуçне вăл 55 тенкĕ те 20 пуспа танлашать. Менюра – вĕри блюдо тата вĕри напиток. Ку пулăшупа районти 1378 ача усă курать.
Вăрнар тăрăхĕнче 18 шкулпа 8 ача сачĕ ĕçлет. Вĕсенче пуринче те ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ, пур çĕрте те столовăйсем пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи августри йышăнăвĕпе ывăл-хĕрĕсене ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕсен) шутĕнчен апатлантарассине çирĕплетнĕ. Пĕр ача пуçне тивекен апатлану хакĕ кашни вĕренÿ организацийĕнче тĕрлĕрен, кунне вăтамран – 80 тенкĕ (ирхи тата кăнтăрлахи апат).
5–11-мĕш классенче вĕренекен тупăш сахал илекен нумай ачаллă çемьесенчи ачасене тимлĕхе илнĕ, вĕсене республика тата район бюджечĕсен шучĕпе вĕри апата тÿлевсĕр çитереççĕ. Вăтам хакĕ – 81 тенкĕ те 55 пус. Çăмăллăха документсене кура тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне, сывлăх тĕлĕшĕнчен çитменлĕх пур ачасемшĕн те ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представитель) тăкакланмасть – вĕсенчен те шкулти апатшăн укçа илмеççĕ.
Ача тутă пулни пĕлтерĕшлĕ. Вĕри апатлану, çитменнине, сывлăхшăн усăллă. Унсăрăн ачан вăйĕ чакма, пуçĕ, хырăмĕ ыратма пултарать, ĕçлеслĕхĕ пĕчĕкленет. Ÿсекен организм валли рациона тĕрлĕ енлĕ çимĕç кĕртмелле. Шкулти тутлăхлă апатлану ачасен сывлăх шайĕн кăтартăвне те ÿстерет.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |