Кăкăр парĕн шыççи – пирĕн регионта хĕрарăмсен анлă сарăлнă чирĕсенчен пĕри. Çынсен психологийĕ çавнашкал вĕт: чире асăрхамăш пулаççĕ, ун паллисем сисĕнме тытăнсан çеç тухтăртан пулăшу ыйтаççĕ.
Халĕ, ак, эпидемиологи лару-тăрăвне пула врач патне килнисен шучĕ юлашки уйăхсенче пушшех сахалланнă. Çынсем чир 2, 3, 4-мĕш тапхăра куçсан кăна пĕрремĕш хут килеççĕ. Çав вăхăтрах, паянхи диагностика мелĕсем йывăр чирлесен те çыннăн сывлăхне сыхласа тата пурнăçне çăлса хăварма пултараççĕ. Кăкăр ракне вăхăтра мĕнле тупса палăртмалла – çакăн çинчен Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕн поликлиника енĕпе тимлекен заместителĕ, Надежда Петрова рентгенолог, каласа кăтартать.
– Надежда Владимировна, кăкăр парĕн ракĕ мĕншĕн чи анлă сарăлнă шыçă чирĕсенчен пĕри?
– Ку чире Раççейре çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех чылай шута илеççĕ. Хĕрарăмсен шыçă чирĕсем хушшинче вăл пĕрремĕш вырăн йышăнать. Паянхи кун ăна пуçаракан сăлтава тĕплĕн палăртман, анчах хăрушлăх факторĕсем паллă. Пĕрремĕшĕнчен, халăхăн пурнăç тăсăмĕ. Аталаннă çĕршывсенче çынсем чылай нумайрах пурăнаççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн клеткăсенче мутацисем пухăнса пыраççĕ, шыççа хирĕçле иммунитет чакать. Иккĕмĕшĕнчен, онкологие пуçаракан тĕп пулăмсенчен пĕри – организма вăрах витĕм кÿрекен, хÿтĕлеве чакаракан стресс. Çавăн пекех гормонсем, тĕрĕс мар апатлану, çителĕксĕр хускални, ытлашши виçе тата ыттисем те витĕм кÿреççĕ.
– Профилактика мелĕсем кăкăр шыççине асăрхаттарма май параççĕ-и?
– Шел те, тĕпчевсем пĕрмаях иртеççĕ пулин те, чире асăрхаттаракан эмеле шутласа кăларман. Паллах, апатланăва тĕрĕс йĕркелеме, спортпа туслашма, ытлашши виçене чакарма пулать. Çакă сывлăхшăн питĕ усăллă. Çапах та, лăпкă пулас тесен, хĕрарăмăн хăйĕн кăкăрне кулленех тĕрĕслеме хăнăхмалла.
Чире çĕнтересси ăна хăш тапхăрта тупнинчен нумай килет. Малтанхи вăхăтра (шыçă вуçех пĕчĕк чух) пĕтĕмпех сывалас шанăç 90 процентпа танлашать.
Паян тĕнчипех усă куракан скрининг мелĕ – маммографи. Вăл шыçăн пирвайхи формисене кирек мĕнле клиника тĕрĕслевĕнчен те 2 çул маларах палăртать. Чире чи малтанхи тапхăрта сиплеме пуçлани вара кăкăра сыхласа хăварма, хими терапийĕсĕрех сывалма, малалла лăпкă пурăнма май парать.
– Кăкăр шыççипе хĕрарăмсем кăна аптăраççĕ-и?
– Çак чир арçынсен те пуçланма пултарать, анчах питĕ сайра. Вăтамран, çулталăкне операци тăвакан 400 хĕрарăм пуçне икĕ арçын тивет. Çул ÿсĕмне илес пулсан, чирлес хăрушлăх 50 çул иртнĕ хыççăн тăрук ÿсет. Ку амакпа аптракансен йышĕнче 34 çулчченхи çамрăк хĕрарăмсен пайĕ пысăках мар – 2 процентран сахалрах, 35–44 çултисем – 8:, 45–54 çултисем – 20:, 55–75 çулти пациентсем чи нумаййи – 50 процент.
Çамрăксенне рака пĕрремĕш тапхăрта тупма кăткăсрах. Вĕсен сыхлăх туйăмĕ хавшакрах, хăйсем ир чирлеме пултарасса ĕненмеççĕ. Кăкăрти улшăнусене сиссен те онкологи пирки шухăш çуралмасть, çавăнпа та сиплев пуçламăшĕ тăсăлса каять.
– Маммографие тăтăш тумалла-и? Хĕрарăм кăкăр шыççине хăй палăртма пултарать-и?
– Чăнах та, чире асăрхаттарассинче чи пĕлтерĕшли – вăхăтра тĕрĕсленни. Çапла рака куçма пултаракан чирсене çийĕнчех сиплеме май пур. Кашни хĕрарăмăн хăйĕн сывлăхĕ çинчен шутламалла тата ансат правилăсене пăхăнмалла.
Пĕрремĕшĕнчен, уйăх хушшин пĕрремĕш фазинче е менопаузăри хĕрарăмсен уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче харпăр хăйне тĕрĕслемелле. Иккĕмĕшĕ – 40-рен аслăраххисен икĕ çулта пĕрре маммографи тухмалла. Виççĕмĕшĕ – 40 çула çитмен çамрăк хĕрарăмсен çулсерен УЗИ пăхтармалла. Тăваттăмĕшĕнчен – пур хĕрарăмăн та кăкăр парĕсене çулталăкра пĕрре врача (гинеколога) тĕрĕслеттермелле.
Мĕнле те пулин улшăнăва сиссен, хăраса ан ÿкĕр, маммолог патне çитме тăрăшăр. Шыçă пулма пултарать-тĕк, пациента республикăри онкодиспансера хушма тĕрĕслеве яраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсене кура тухтăр сиплев тактикине палăртать.
– Вăрнар районĕнчи хĕрарăмсене мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?
– Тепĕр хут калатăп, кăкăр парĕн ракĕ – приговор мар. Тухтăр патне вăхăтра килсен чире пуçĕпех çĕнтерес шанăç пысăк. Врачсем квалификациллĕ пулăшу пама хатĕр: çакна валли лайăх специалистсем те, хальхи йышши оборудовани те, тĕрлĕрен хими препарачĕсем те пур. Анчах, чи пĕлтерĕшли, хăвăр енчен тимлĕх кирлĕ – кăкăр парĕсене кулленех тĕрĕслесе тăма манмалла мар.
Ноябрь 2024 |