СПИД çывăрмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:21 Просмотров: 630

СПИД – хăрушă вирус чирĕ. 25 çул каялла хăвăрт сарăлма пуçланнăран СПИДа «ХХ ĕмĕр мурĕ» тенĕ. Хальхи вăхăтра та асăрханулăхпа тимлĕх пирки манмалла мар.

Вирус чĕрчунсен организмĕнче пурăнмасть, çавăнпа та инфекци вĕсенчен этеме ермест. ВИЧ-инфекци çăлкуçĕ – вирус ернĕ е СПИДпа чирлĕ çын. ВИЧ 3 мелпе кăна куçать: амăшĕнчен тин çуралнă пепкине, ар çыхăнăвĕ тата юн урлă.

Вирус сывлăш, калаçу, апат-çимĕç, чуптуни урлă, пĕрлехи савăт-сапапа е ытти япалапа усă курнă, чирлĕ çынсене, чĕрчунсене пăхнă чухне, хурт-кăпшанкă çыртсан ермест.

СПИДпа чирлĕ çыннăн тата ВИЧ-инфекциллĕ пациентăн симптомĕсем çапларах. ВИЧ ернĕ хыççăн чир паллисем шăнса пăсăлнă чухнехи пек. Унтан вăрттăн тапхăр тытăнать – вирус хăйĕн çинчен асилтермест. Çак вăхăт нумай çула тăсăлма пултарать. Ку тапхăрта ВИЧ-инфекциллĕ çын хăйне аванах туять, чир ертнине сисмест те.

Анчах та вирус ĕрченĕрен иммун системи хавшама пуçлать. Организма тĕрлĕ чир-чĕр аптăратма тытăнать.

Тĕп паллăсем: вăрăма тăсăлакан типĕ ÿслĕк, ÿт температури ÿсни, лимфа тĕввисем пысăкланни, кĕлетке йывăрăшĕ хăвăрт чакни, вар-хырăм пăсăлни, час-часах пуç ыратни, вăй çукки, астăвăм, куç вăйĕ пĕтни, çăвар ăш-чикки шыçни, каçхине тарлани.

Паллах, çакна пĕлмелле: ВИЧ-инфекци епле аталанасси пациентăн малтан сывлăхĕ мĕнле пулнинчен те, кăмăл-туйăмĕнчен те килет.

Елена АЛЕКСАНДРОВА,

район тĕп больницин пĕтĕмĕшле врач практикин тухтăрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика