Пĕр медицина центрĕнчен шăнкăравларĕç те çурăм шăммине тĕрĕслеттерме чĕнчĕç. Тÿлевсĕр тивĕçтерÿпе мĕншĕн усă курас мар – килĕшрĕм сĕнÿпе. Диагностика кăтартăвĕсем тăрăх тухтăр мана тĕрлĕрен процедурăсем ирттерме çырса пачĕ. Сиплеве тăсса яни сывлăхшăн хăрушă, терĕ. Сиплевĕ те 80 процентлă çăмăллăхпа пулать иккен. Хирĕçлемерĕм вара – договора алă пусса хăвартăм. Киле çитсе лайăхрах пăхрăм та, мĕн амакĕ – документсем хушшинче кредит договорĕ те пур. Халĕ ку медицина тивĕçтерĕвĕсенчен мĕнле хăтăлмалла-ши тата кредит договорне епле пăрахăçламалла?
Ку лару-тăруран мĕнле тухмаллине Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем ăнлантараççĕ%
– Çакнашкал тĕслĕхсем – юлашки вăхăтра анлă сарăлнă ултав схеми. Çынна медцентра, илем салонне «тÿлевсĕр» процедурăпа е тĕрĕслевпе илĕртеççĕ. Чăнах та темĕнле ĕç ирттереççĕ-ха хăйсем. Кайран вара ăс-тăна витĕм кÿни пуçланать% пысăк суммăлăх сиплев кирлĕ тесе ÿкĕте кĕртеççĕ. Компани кашнин лару-тăрăвне ăнланма та хатĕр% тÿлевсене пайăн-пайăн пурнăçлама юрать иккен. Анчах чăннипе çын çине кредит «çакăннине» никам та шарламасть.
Çапла потребитель икĕ договора алă пусать% компанипе – тивĕçтерÿсем илме тата банкпа – кредит çинчен. Унсăр пуçне тепĕр чеелĕх пур – хаксем ытти вырăнтинчен самай пысăкрах. Договора пăрахăçлас-тăк, укçана пурнăçлама ĕлкĕреймен процедурăсемшĕн кăна тавăрса параççĕ. Пĕрремĕш, тÿлевсĕр тесе шантарнă, тĕрĕслевшĕн те сайра мар укçа кăларса хума тивет.
Сирĕн тĕслĕхре, договора алă пусма ĕлкĕрнĕ пулсан, хăвăртрах банка çул тытмалла, кредита хирĕçлемелле. Çавăн пекех медицина организацийĕпе те договора пăрахăçламалла. Аса илтеретпĕр, саккун потребителе тÿлевлĕ хушма тивĕçтерÿсен договорне кирек хăш вăхăтра пăрахăçлама право парать («Потребительсен прависен хÿтĕлевĕ çинчен» саккунăн 32-мĕш статйи).
Анчах организаци договора пурнăçласа çак тапхăр тĕлне курнă тăкаксене саплаштармаллах пулать. Укçана малтанах пĕтĕмпех тÿлесе хунă пулсан, пурнăçламан тивĕçтерÿсен пайне клиента тавăрса пама тивĕçлĕ.
Саккунăн 16-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, договорти потребительсен саккунлă прависене хĕсекен условисене вăйра мар тесе йышăнаççĕ. Çавăнпа та потребителĕн договорсене пăрахăçламалли правине чаракан е ку процедурăна кăткăслатакан условисене кĕртме юрамасть.
Парнесем ăсталама вĕрентет
Çулталăк тăршшĕпех эпир тĕрлĕ уяв уявлатпăр% Çĕнĕ çул, Мартăн 8-мĕшĕ, Пĕлÿ кунĕ... Кашнинчех юратнă тата çывăх çынсене парнесемпе савăнтарма тăрăшатпăр. Ача хăй аллипе хатĕрленĕ парне вара уйрăмах паха. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралçи уява чĕнет» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна автор хăй илемлетнĕ, редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ, чăвашла Галина Матвеева куçарнă.
Юмахри тĕп сăнар – Сюрприз кил хуралçи. Тахçанах çуралнăскер, вăл хăй миçе çултине те пĕлмест. Вулакансен куçĕ умне ватă, вăрăм сухаллăскер тухрĕ пулĕ. Çук çав, Наталья Васильева сăнарĕ – ачапча-ха. Ытти нумай хĕрт-суртран чылай пĕчĕкскер вăл... Тĕлĕнтерме юратать, çавăнпа та хăш чухне килте хут листисем, хачă, çилĕм, вĕт шăрçа, пайетка, чĕнтĕр татăкĕсем йăваланса выртни пулкалать. Сюрприз хăй аллипе тĕрлĕ парне ăсталама маттур, çавăнпа вулакансене чи ансаттисене мĕнле тумаллине каласа парĕ тата юмахри сăнарсемпе паллаштарĕ.
Кăларăмра ку е вăл ĕçе мĕнле пурнăçламаллине тĕплĕ каласа панă тата ÿкерсе кăтартнă.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Ноябрь 2024 |